Урал сасси
-2 °С
Облачно
Çунатлă çамрăклăх
7 Сентября 2024, 13:25

Аграри университечĕн студенчĕ квадроцикл выляса илнĕ

Илиш районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ĕпхÿри Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнче вĕренекен 20 çулхи Радмир Загидуллин студент ĕнер, сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн сасăлавĕнче пулнă. Паллах, çамрăк каччă «Рахмат» акцине хутшăннă, анчах парне выляса илессине шанман.

Добавить в предпочтительные источники Google
Аграри университечĕн студенчĕ квадроцикл выляса илнĕАграри университечĕн студенчĕ квадроцикл выляса илнĕ
Аграри университечĕн студенчĕ квадроцикл выляса илнĕ

- Иштеряково ялĕнче атте-аннепе пĕрле суйлава кайрăм. Эпӗ яваплă гражданин, яланах çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăнатăп. Мана шăнкăравласа парне выляса илни çинчен пĕлтерсен, эпĕ ĕненмерĕм. Чăннипе каласан, усал шухăшлă çынсем шăнкăравлаççĕ тесе шутларăм. Аттепе анне те малтан шанмарĕç, - тенĕ 20 çулхи студент.

Радмир квадроцикл выляса илнĕшĕн питĕ хавас.

 - Техника хуçалăхра кирлĕ пулĕ, - тесе хушса хунă çамрăк каччă.

Радмирăн водитель прави пур ĕнтĕ, çавăнпа вăл парнепе çывăх вăхăтра усă курма пултарĕ. Çамрăк çын университетра инженера вĕреннисĕр пуçне Ĕпхÿре водитель пулса ĕçлеме те ĕлкĕрет.

Автор:Ирида Матниязова