Ирида – хăй ĕçĕн профессионалĕ çеç мар, сывă пурнăç йĕркине хастар тытса пыракан çын та. Вăл ГТО нормативĕсене панă çĕре хаваспах хутшăнса лайăх результатсем кăтартрĕ. «ГТО» нормисене пани – спорт çитĕнĕвĕсем туни çеç мар, сывлăха çирĕплетмелли пĕлтерĕшлĕ утăм та. Ирида хăйĕн тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва спортпа туслашма тата хастар пурнăç йĕрки илсе пыма хавхалантарать, кăмăл пулсан пурнăçра кашни çын спорт валли вăхăт тупма пултарнине çирĕплетет.
– Ман шутпа, спортпа туслашни усăллă çеç мар, илĕртÿллĕ те. Кашни çĕнĕ çитĕнÿ хăвна ху шанма пулăшакан утăм тумаллине çирĕплетет, – тет ĕçтешĕмĕр.
Спортпа хастар туслашнисĕр пуçне Ирида Новикова «Урал сасси» хаçат урлă та сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандăлать, тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене çутатса парса вулакансене спортпа туслашма хавхалантарать, вырăнти спортсменсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа парать.
Эпир, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем, хăй ăсталăхне журналистикăра çеç мар, спортра та туллин кăтарнă ĕçтешĕмĕрпе мăнаçланатпăр. Иридăна асăннă наградăна илнĕ ятпа чунтан саламласа професси ĕç-хĕлĕнче тата спортра çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
ГТО палли çĕнĕ çитĕнÿсен палли пулса тăтăр. Ирида, малалла!
Надежда РОДИОНОВА.