Урал сасси
+15 °С
Дождь
Çунатлă çамрăклăх
17 Августа , 04:00

Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр

Кăçал эпир йăмăкпа тĕлĕнмелле вырăнта, Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче, пулса куртăмăр. Унта Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев тăрăшнипе çитрĕмĕр.

Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăрПĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр

Эпир Пушкăртстанри, Луганск Халăх Республикинчи, Челябинск облаçĕнчи ачасемпе пĕрле 10 кун асăннă вырăнта ирттертĕмĕр. Çакăншăн Владимир Матвеевича пысăк тав тăватпăр. Космос, физика, хими, биологи, математика çинчен мĕн чухлĕ çĕнĕ пĕлÿ пухрăмăр, чаплă та хисеплĕ çынсемпе паллашрăмăр.

Пĕр ирхи кун аттепе анне мана йăмăкпа юнашар лартса Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулне кайма телей пÿрни çинчен пĕлтерчĕç. Малтан йăмăкпа иксĕмĕре унта кичем те интереслĕ мар пулĕ тесе уйларăмăр. Анчах та лагерьте пулса курнă хыççăн шухăшсем пĕтĕмпех улшăнчĕç. Асăннă шкул Пушкăртстанри Давлекан районĕнчи Калиновка ялĕнче вырнаçнă. Июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче 12 сехетре палăртнă вырăна çитрĕмĕр. Кунта ытти ачасем те пухăннăччĕ, вĕсем мĕншĕн-тĕр çаврăнса утса çÿретчĕç. Каярах ачасем çак майпа ыттисемпе паллашни çинчен пĕлтĕм. Документсене тĕрĕсленĕ хыççăн атте-аннепе сыв пуллашрăмăр та пире ертÿçĕсем чĕнсе илчĕç. Килсе çитнĕ ачасене пурăнмалли вырăнсене кăтартрĕç. Эпир ытти лагерьсенчи пек корпуссенче мар, уйрăм пĕчĕк çуртсенче пурăнтăмăр. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче эпĕ Луганск Халăх Республикинчен килнĕ хĕр ачасемпе паллашрăм. Вĕсем питĕ кăмăллăскерсем пулса тухрĕç. Кăнтăрлахи апат хыççăн лекцие кайрăмăр. Каçпа пуху иртрĕ, эпир ăна лагерь чĕлхипе «каçхи çурта» («вечерняя свечка») тетпĕр. Унта иртнĕ кунхи пулăмсене сÿтсе яврăмăр, ыран мĕн пулассине палăртрăмăр. Тепĕр кунхине пире ушкăнсем çине пайларĕç.

Асра юлнă чи пĕлтерĕшлĕ самант СОМиКе (Скоростная Олимипиада МАКШ и Космос) хатĕрленни. Пире кĕнекесем валеçсе пачĕç те пĕр кунра ун тăрăх тăватă минута тăсăлакан доклад хатĕрлеме хушрĕç. Мана К.Э. Циалковскин «Путь к звездам» питĕ интереслĕ кĕнеки лекрĕ. Малтанах çухалса кайрăм. Тăватă минут хушшинче кĕнекен темине, актуаллăхне, тĕллевĕсене, теорипе практикине уçса пама мĕнле ĕлкĕрĕп-ши тесе хăраса ÿкрĕм. Анчах та пурне те ĕлкĕртĕм, пултартăм, хÿтĕлев кунĕнче ыйтусем çине те хуравларăм. Сăмах май, манăн Анна йăмăк та «СССРта ракетăсем тăвасси тата космонавтикăна аталантарасси» темăпа доклад турĕ (сăн ÿкерчĕкре).

Тăххăрмĕш кун эпир Тĕнчери космос станцийĕпе çыхăнтăмăр. Ку пулăм тĕлĕнмелле иртрĕ, пирĕнпе чăн-чăн космонавт калаçрĕ. Юлашки кун та асра юлчĕ. Пирĕн валли виçĕ лекци вуларĕç. Вĕсенчен пĕрне хамăр хушăри хĕр ача йĕркелерĕ. Каçпа хаваслă ташă каçĕ, «каçхи çурта» иртрĕ. Çак вăхăт хушшинче эпир пĕр-пĕринпе çывăхлантăмăр, туслашрăмăр.

Вячеслав Аброщенко шкул директорне тата унăн çумне Мария Мартыненкăна, вунă кун тăршшĕ пирĕн валли интереслĕ мероприятисем йĕркеленĕ командирсене пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Ушкăнри ачасемшĕн халĕ питĕ тунсăхлатăп. Асăннă лагерь эпĕ пулса курнă вырăнсенчен чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулне йăмăкпа иксĕмĕр лекме пултарнишĕн хамăра питĕ телейлĕ туятпăр. Çак вырăна тепĕр хут командир пулса кайма ĕмĕтленетĕп.

Софья БОРЦОВА, Пелепей хулинчи 1№ шкулăн
10-мĕш класс вĕренекенĕ.

Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас