Пур хыпар та
"Урал сассине" - 30 çул
4 Декабрӗн 2019, 16:46

Пĕчĕк çемье мал ĕмĕтпе пурăнать

«Урал сасси» хаçатăн 30 çулхи историйĕнче тĕрлĕ улшăнусем пулса иртнĕ. Çав шутра редакци коллективĕ шутĕнче те. Пилĕк çул каялла унăн йышĕ икĕ хут пысăкрах пулнă пулсан, паян вăл чылай чакнă, вĕсене çак сăн ÿкерчĕкре курма пулать.

Çавăнпа та уяв тивлечĕпе усă курса пĕчĕк те туслă çемьен пайташĕсемпе паллаштарасшăн. Сулахайран пĕрремĕшĕ – компьютер ăстаçи, штат расписанинче вăл хаçата калăплакан инженер пулать, Алена Петрова. Унпа юнашар пирĕн чи çамрăк та пултаруллă Ирида Новикова корреспондент. Варринче хаçатăн яваплă секретарĕ, вăлах тĕп редактор çумĕ Надежда Родионова. Тăваттăмĕшĕ - Инга Алексеева корреспондент. Юрий Михайлов тĕп редакторпа паллаштарма кирлех мар пулĕ тетпĕр, ăна республикăри чăваш ялĕсенчи ентешсем çеç мар, тăват ураллă туссем те пĕлеççĕ пулмалла. Ертÿçĕ лавне 30 çул туртнă май, унăн чылай ял-хуласенче пулма тÿр килет. Шел, çак сăн ÿкерчĕкре тепĕр çын çитмест. Унăн вырăнĕ руль умĕнче. Вăл - Петр Алексеев водитель. Командировкăсене тухса çÿрекенсене вăхăтра вырăна, кил-çурта ырă та тĕрĕс-тĕкел илсе çитерекенĕ.
Хамăрпа пĕрле тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ ĕçтеш-туссене те манар мар. Сăмахран, «Урал сасси» хаçатра Наталья Числовапа Иван Тарасов журналистсем 25 çул вăй хунă. Çавăн пекех Раиса Алексеева (шел, паянхи кун пирĕн хушăра çук), Валерийпе Валентина Петровсем, Лидия Филиппова, Александр Савельев-САСпа Виталий Енĕш, Борис Борлен (йывăр тăпри çăмăл пултăр) çыравçăсем, Светлана Прокофьевапа Галина Данилова, Марина Яковлевапа Ирина Петрова, Алексей Емельяновпа Светлана Петрова ячĕсене ырăпа асра тытмалла. Вĕсемшĕн пирĕн редакцин алăкĕ яланах уçă, хапăл туса кĕтетпĕр. Апла пулсан паянхи уяв вĕсене те пырса тивет. Паллах, хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕсемпе «Урал сассин» пĕр шухăшлă çывăх тусĕсене те. Пурне те юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.