Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
19 Мартӑн 2019, 12:49

Алăра хаçатăн пĕрремĕш номерĕ

Хисеплĕ вулакан, санăн аллунти хаçатри сăн ÿкерчĕк çинче эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, «Урал сасси» хаçат тытса тăратăп. Вăл - ĕнер е паян тухнă номер мар. Çак кăларăм 30 çул каялла кун çути курнă. Тĕплĕнрех каласан, кăçалхи октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче 30 çул çитет.

Апла пулсан, Пушкăртстан чăвашĕсен хаçачĕн юбилейĕ çывхарса килет. Çак хаçат ман хваттерте хутсем хушшинче çухалмасăр паянхи кунччен упраннă. Эпĕ ун çинчен пĕлмен те. Ĕçленĕ, ĕçрен хваттер парсан, унта куçнă. Пĕрре кăна та мар, виçĕ хутчен. Анчах та «Урал сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ манран ниçта та ÿксе-çухалса юлман. Эпĕ вăл пурришĕн савăнатăп. Маншăн вăл – хаклă япала. Вăхăт нумай иртнипе хаçат самаях сарăхнă. Вырăнĕпе, хутланнă тĕлте, çĕтĕлнĕ те. Анчах та çырнисем пурте чиперех вуланаççĕ.
Хаçатăн çак номерĕпе эпĕ сана та, вулакан, паллаштарасшăн. Тен, ун чухне эсĕ çуралман та. Çуралсан та çамрăк пулнă. Хăш-пĕр аслă ăрурисем те хаçат хăçан тухнине пĕлмен, çавăнпа çырăнса та илеймен.
Хаçат ун чухне те «Урал сасси» ятпах тухнă. Чи малти питре (страницăра) вăл вулакана «Паллашар-ха, вулакан» тесе хăйĕнпе паллашма сĕнет. Кунтах, хаçатăн сылтăм енчи лаптăкĕнче, Авăркас районĕнчи чапа тухнă 60 çулхи Маркел Федорович Сидоров комбайнерăн самаях пысăк сăн ÿкерчĕкне пичетленĕ. Ун пирки çырнă материала (авторĕ Ирина Яковлева) тăваттăмĕш страницăна вырнаçтарнă. Малалла, пĕрремĕш питрех, хаçат кирлĕлĕхĕ пирки «Паянхи тата ыранхи» ятпа чăвашсен пĕрремĕш пухăвĕнчи калаçăва çутатса панă. Ку материал чылай пысăк вырăн йышăннă. Çавăнпа ăна иккĕмĕш страницăна куçарнă. Хаçатăн пĕрремĕш питне Чăваш Енрен килнĕ телеграммăсем вĕçлеççĕ. Унта «Урал сасси» хаçат тухнă ятпа «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕ, Чăваш Писателĕсен союзĕ ятĕнчен Порфирий Афанасьев, Василий Энтип, Виталий Енĕш çыравçăсем хĕрÿллĕн саламлаççĕ.
Хаçатăн иккĕмĕш питне «Паянхи тата ыранхи» материалăн малалли пайĕ уçать. Вăл иккĕмĕш питĕн çуррине йышăнать. Статья авторĕ - Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш литература кафедрин заведующийĕ, филологи наукисен кандидачĕ, В.П.Никитин доцент. Пухура тухса калаçакансем - Анна Федорова вĕрентекен (Федоровка тăрăхĕ), Вениамин Иванов пенсионер (Пелепей районĕ), Борис Тихонов вĕрентекен (Çтерлĕ хули), Вениамин Яковлев (Гафури районĕ), Елена Васильева педагог (Пелепей районĕ, Слакпуç).
Иккĕмĕш питри тепĕр материалта Алексей Кондратьев профессор Пушкăртстанри чăваш хаçачĕсемпе паллаштарать. Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çĕртре пичетленнĕ. «Пирĕн пата çыраççĕ» ярăмра (рубрика) М.Агафоновăн (Федоровка районĕ) «Клуб йĕркеленĕ», М.Руссковăн (Чăваш АССРĕ) «Тем пек пулăшăттăм» материалĕсем кун çути курнă.
Кăларăмăн виççĕмĕш питне «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн хастарĕсене уйăрса панă. Унта Анатолий Евграфовăн, Александр Савельев-САСăн, Аркадий Русаковăн сăввисем, Владимир Озеровăн калавĕ пур. Çакăнтах Василий Антоновăн «Хĕрарăм чунĕ» калавне вулама пулать. Сăмах май каласан, кăçалхи январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Василий Сергеевич хăйĕн 70 çулхи юбилейне уявларĕ. Юбилей тĕлне хаçатра «Çăкăр вăйĕ» калав номертен номере пичетленсе тухрĕ.
Тăваттăмĕш питре «Çĕнетÿ ĕçлеме хистет» очерк. Унăн тĕп геройĕ – Авăркас тăрăхĕнчи ĕçлесе чапа тухнă утмăл çулхи Маркел Федорович комбайнер. Малалла Илья Степанов композиторпа Анатолий Хум поэт Пушкăртстан чăвашĕсен тин тухнă хаçатне «Чăваш хĕрĕ» ятлă илемлĕ юрăпа саламлаççĕ. Çакăнтах «Юрă кайрĕ ян та ян» ярăмпа «Туссем» ансамбль пайташĕ, А.Федорова учитель çак ансамбльпе паллаштарать. Ансамбль хастарĕсен пĕр ушкăнĕн сăн ÿкерчĕкне те вырнаçтарнă. Малалла «Наука конференцийĕ», «Усăллă канашсем» рубрикăсем вырăн тупнă.
Хаçат вĕçĕнче обществăлла редколлеги тесе çырнă. Ун чухне кăларăмăн ятарлă редакторĕ çукчĕ-ха. Халĕ «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем çултан çул тата та ытларах тăрăшса ĕçлеççĕ. Çырăнса илекенсем ăна пурте юрататпăр.
Çакна та палăртса хăвармалла: малтан «Урал сасси» хаçатăн редакци çурчĕ пулман, вăл Авăркас район хаçат редакцийĕнче кун çути курнă.
Хисеплĕ вулакансем, «Урал сассипе» эсир ăçта паллашнă, вăтăрмĕш çул тухса тăракан хаçат çинчен сире пуçласа кам каласа кăтартрĕ? Ăна хăçан çырăнма пуçларăр? Килĕшет-и вăл сире? Çырса пĕлтерĕр, кăмăл пулсан хитре калавсем, сăвăсем, юрăсем çырăр.
Акă хаçатăн 30 çулне паллă тума тĕрлĕ çĕртен хăнасем килсе çитĕç, эсир хаçат çинчен мĕн çырнине вуласа пĕлĕç.
Георгий ТИХОНОВ. Салават хули.
Читайте нас: