Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
17 Октябрӗн , 14:30

Чăвашлăхшăн мĕн те пулин тăвайсан – эсĕ телейлĕ

Эпĕ икĕ конгресра та пулса куртăм. Çавна май Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕсем чунра мĕнлерех туйăмсем çуратни çинчен каласа хăвармасăр пултараймастăп. Вĕсем патне ыйтусем питĕ нумай-ха, çапах та «пăр» тапранса пыни савăнтарать.

Чăвашлăхшăн мĕн те пулин тăвайсан –  эсĕ телейлĕ
Чăвашлăхшăн мĕн те пулин тăвайсан – эсĕ телейлĕ

Чăнах та, ЧНК çулĕ – тумхахлăскер. Шурăпа хурана уйăрса илме те çăмăлах мар вĕт пурнăçра. Пĕрремĕш Аслă Пуху ĕçленĕ вăхăтра наци туйăмĕ питĕ вăйлă сисĕнчĕ. Хăй халăхĕшĕн çунакансем те йышлăччĕ пирĕн хушăмăрта. Халăхра çирĕпленнĕ «вырăслăх» психологине çĕмĕрекенсем те çав чăн чăваш чунлă çынсемех пулчĕç. Кунта пĕрремĕш хут уявсене чăвашла, тĕрлĕрен тĕлпулу каçĕсене тăван юрă-ташăпа ирттернине, чăваш çыравçисен вулав обзорĕсене йĕркеленине тата ытти япаласене асăнма пулать. Каярахпа фольклор ушкăнĕсемпе ташă ансамблĕсем йĕркеленме пуçларĕç.
Çавнашкал ырă ĕçсем Пишпÿлек тăрăхĕнче те пулса иртрĕç. Районта çав вăхăт хушшинче «Пушкăртстан чăваш пики-92» конкурсăн пуçламăш турĕ, уявсем, тĕлпулусемпе семинарсем, чăваш чĕлхипе литературин республикăри олимпиади иртрĕç. Ытарлă сăмахпа калас пулсан, çутта тухнă чăвашлăх хăйĕн çирĕпех мар урисемпе пуçламăш утăмсем турĕ.
II-мĕш Аслă Пуху тĕлнелле вара вăл ури çинче çирĕпрех тăма пуçланăччĕ ĕнтĕ. Сывă чунăн вара малалла пурăнмалла, аталанмалла. Ăна, пĕчĕкскере, малашне кам хÿтĕлĕ-ши, сыхласа упрĕ-ши? Эпир илмесен, çав ĕçе хăй çине кам илĕ-ши? «Пĕрремĕшсем?..» Вĕсене вĕт халăх хушшинче халĕ те айвансем тесе шутлаççĕ. Çакна эпĕ хам пĕлнĕрен калатăп. Мана хама та: «Ухмах пуль эсĕ, мĕн тума кирлĕ çав ĕçсем сана? Вырăсла е чăвашла… мĕнле уйрăмлăх?» – тесе пĕрре кăна каламан пурнăçра. Тен, «хуçасене» те йăлăхтарса çитертĕмĕр пуль хамăрăн ыйтусемпе, тен, çавăнпах вĕсенчен кирлĕ пек хисеп курмастпăр? Тепĕр чухне вĕсем чăвашлăх тенине илтсенех хăйсен патĕнчен айккинелле тĕрткелеме пăхаççĕ. Халăха кирлĕ ун пек е кун пек ыйтăва хускатсассăнах: «Эсĕ ан шавла, эпир сан пек вăйсăр мар, ăс-хакăл та пирĕн ытларах, мĕнле пурăнмаллине хамăрах пĕлетпĕр», – тесе хураççĕ. Кÿрентерес теççĕ пулĕ те пирĕн пеккисене, анчах эпĕ уншăн савăнатăп çеç. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем кÿренÿпе кăнттамлăха асăрхамаççĕ. М.Юхмана, В.Станьяла, А.Хусанкая, В.Туркая илер. Вĕсем пурте пĕр ĕç тăваççĕ – чăвашлăха аталантарас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.
Конгрес умĕнче питĕ анлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тăраççĕ. Вĕсем, çав пысăк ыйтусем, пĕчĕккисенчен пуçтарăнаççĕ. Пирĕн вĕсене уйăрма вĕренес пулать, шăрçана пĕрчĕн-пĕрчĕн суйланă пек. Чăн малтанах хамăрăн çемьесене тишкерсе пăхар. Вĕсенче вырăсла калаçаççĕ пулсан та аллăмăра сулма васкар мар. «Вĕренме нихăçан та кая мар» теççĕ, çав шутра тăван чĕлхене те ĕнтĕ. Кил-çуртсене ыттисем ăмсанмалла хитрелетме, тирпей-илем кĕртме, чăваш юрри-ташшине пропагандăлама, вĕсемпе ыттисене те паллаштарма тăрăшар. Хамăрăн çемьене чăвашла иртекен уявсемпе концертсене явăçтарар. Хăшĕсем çакна национализм ку тесе хаклама пăхĕç. Пĕлĕр, ку вăл тĕпренех тĕрĕс мар. Национализм тени пĕр тĕрлĕ пусмăр, политикăлла хистев пулсан, чăвашлăх вара ирĕклĕ пулăм, ăна чун-чĕрепе çеç йышăнма пулать. Чăвашлăха ăшне хывнă çын, националистсем евĕр, урăх чĕлхепе калаçакан çынна нихăçан та кÿрентерме васкамасть. Вăл хăйĕн халăхĕн культурипе тăванла халăх культурине танлаштарса ырă енчен хаклама пĕлет. Çапла тума ăна чăваш йăли-йĕрки çинче никĕсленсе тăракан воспитани илни пулăшать. Паллах ĕнтĕ, кунта интеллект тени те кайри вырăнта тăмасть.
Сăмаха малалла тăсар. Эпĕ çÿлерех чăваш ĕçне аталантарма мĕнрен пуçламалли çинчен асăннăччĕ. Тĕплĕнрех каласан, кашни çын килте е ĕçре çав енĕпе мĕн тума вăй çитерет – çавна тумалла. Чăвашлăхшăн мĕн те пулсан тăвайсан – эсĕ телейлĕ.
Конгреса хутшăннă делегатсенчен чылайăшĕшĕн чăвашлăх тени ют япала пулнине те курма тиврĕ мана. Пĕрремĕш кун лăк! тулли зал иккĕмĕш кунĕнче пушансах юлчĕ. Конгреса уçăлма кăна килнĕ делегатсенчен халăха мĕн усси-ши? Тепĕр Аслă Пухура пирĕн хушăра çавăн пек делегатсене курас марччĕ, вĕсем пурте чăваш чунлă çынсем, хамăр халăхшăн чăннипех те тăрăшакансем пултăрччĕç. Çапла пуласса питĕ шанас килет.
Л.МАВЛЮТОВА. Пишпÿлек районĕ.
«Урал сасси», 1995 çул.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: