Паллах, халăх хушшинче çыравçăсемпе поэтсем хисеплĕ çынсем, эпĕ вĕсене хам та сума сăватăп, анчах мĕншĕн-ха хăйсене мала хурса ял учителĕсене çапла каласа кÿрентермелле? Мĕн ячĕпе? Çав сăмахсене калакан çыравçă ял пурнăçĕ çинчен мĕн пĕлет?
Хальхи вăхăтра атом ĕмĕрĕ тетпĕр пулсан та, нумай-нумай ялсенче çаплипех газ та, водопровод та, телефон та çук-ха. Çапах та вĕрентекен яла ĕçлеме каять, хирĕçлемест. Мĕншĕн? Вăл çакна чунĕ хушнипе, çынсемшĕн усăллă пулас тесе тăвать.
Пĕчĕк ялсенчи лавккасенче (вĕсем унта пур пулсан-ха) сĕт-çуран тата аш-какайран хатĕрленĕ апат-çимĕç сутмаççĕ. Вĕрентекенĕн вара мĕн çисе тăранса пурăнмалла, çемйине мĕнле усрамалла? Ирĕксĕрех выльăх-чĕрлĕх усрама, çĕр илме тивет. Вĕрентекенсем çитмен ял шкулĕсенче ĕçлесси те ай-ай çăмăл мар. Тĕп предметсене (математика, вырăс тата тăван чĕлхе) вĕрентекенĕсемсĕр пуçне ыттисен, сехет çитменни пирки, тĕрлĕ уроксем илсе пыма тивет. Пуçланать вара…
Шкулти ĕçсĕр пуçне кашнинех килĕнче хăйĕн çемйи, ачи-пăчи пур. Суйлав вăхăтĕнче (халь вĕсем час-часах пулаççĕ) ялти учителе агитатор пулма çирĕплетеççĕ, хăйпултарулăх ушкăнĕсенче те ытларах чухне учительсенех куратпăр. Çакăн хыççăн вĕсене маларах асăннă çыравçă сăмахĕсемпе хаклама юрать-и?
Çапла, хальхи вăхăтра вĕрентекенĕн халăх хушшинчи сумĕпе хисепĕ палăрмаллах йăшрĕç. Укçине те ăна чун усрамалăх çеç параççĕ. Паллах, çакăн пек условисенче шкулсенчи педагогсен хисепĕ чакнинчен нимĕн чухлĕ те тĕлĕнмелли çук. Çапах та чăтăмлăраххисем, юратнă ĕçе чунтан парăннисем хăйсен ĕç вырăнĕсенчех, халăхпа пĕрлех юлаççĕ. Вĕрентекен халăх хушшинче нимĕн те тумасть тесе калама никамăн та ирĕк çук. Вăл хăйпе юнашар пурăнакансен пурнăçне кăсăкрах, çăмăлрах тăвассишĕн яланах тăрăшнă, малашне те тăрăшĕ. Вăт çапла!
С. МАТВЕЕВА. Кармаскалă тăрăхĕ.
«Урал сасси», 1996 çул.