Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
18 Октябрӗн , 14:30

Юламанти Никулин

Çĕршывĕпе çеç мар, тĕнчипе паллă Юрий Никулин артиста пĕлмен çын çуках ĕнтĕ. Чаплă артист пулнипе çеç мар, тĕрлĕрен кĕске халап-юмах, леш, анекдот текенни ĕнтĕ, калама пĕлнипе те чапа тухнă вăл.

Юламанти Никулин
Юламанти Никулин

Хăй хыпарланă тăрăх, 15-16 çулта чухнех пухма ăс çитернĕ хайхи халăхăн сăмах вĕççĕн çÿрекен пултарулăхне. Халĕ вара халăх сăмахлăхĕн çав тĕслĕхĕ хаçат-журналта та сахал мар пичетленет. Уйрăм кăларăмсемпе тухать. Ĕпхÿрех, ав, «В мире анекдотов» текен хаçат кăларса тăраççĕ.
Юламанта та пур çÿлерех асăннă Никулин «тăванĕ». Ват çынах мар-ха Геннадий Сидоров. Хуралçăра ĕçлет. Хăй каланă тăрăх, 10-15 çул каярах, нефтяниксем патĕнче ĕçленĕ вăхăтра, пухма тытăннă та вăл шÿт-халап. Çырса хума та ÿркенсе тăман. Халĕ унăн çак пурлăх темиçе хулăн тетрадь чухлех пухăнса кайнă. Вуласа пăхма та кăсăк. Çул пуçсем çинчен те, Чапаевпа Петька, арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем çинчен те сахал мар унта кĕске те витĕмлĕ сăмах-юмах. Паянхи чиновниксем çинчен калаканнисем таранах пур.
– Геннадий, кунта ху шухăшласа кăларнисем те çук мар пулĕ?
– Унашкаллисем те пур, тепĕр чухне пирĕн пурнăçра анекдотри пек самантсем те сахал мар пулаççĕ, – кулкалать «халап хутаççи».
А. СЕРГЕЕВ. Аургазă тăрăхĕ.
«Урал сасси», 1996 çул.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: