Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
19 Октябрӗн , 14:30

Профессионалсем кирлĕ

Пелепей хулинче тухса тăракан чăваш хаçатне эпир юратса вулатпăр. Пирĕншĕн вăл – кирлĕ, усăллă хаçат. Эрнере пĕр хутчен çеç тухать пулин те содержанийĕпе пуян пулни килĕшет пире. Ăна калăплани, сăн ÿкерчĕксемпе илемлетни те кăмăла каять. Хаçатра çыракан, хускатакан ыйтусенчен вара пире ытларах кÿршĕ районсенче культура ĕçĕ мĕнлерех аталанни кăсăклантарать.

Профессионалсем кирлĕ
Профессионалсем кирлĕ

Хамăр тăрăха Пишпÿлек районне илес пулсан, пит мухтанмаллиех çук ку енĕпе. Уйрăмах музыкантсем çитменни чăрмантарать. Паллă ĕнтĕ, музыкантсăр фольклор ушкăнне те пуçтараймастăн, уява та уяв пек ирттерейместĕн. Пирĕн шухăшпа, ялти культура пурнăçне вăй-хăват кĕртес тесен, профессионалсем çине таянмалла, вĕсем çук пулсан, вĕсене пăхса çитĕнтермелле. Калăпăр, мĕншĕн районти культура пайĕн ĕçченĕсен фольклор ушкăнĕсене ертсе пыракансемпе ятарлă вĕренÿ йĕркелес мар? Культура ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ çавнашкал вĕренÿ тĕрлĕрен тĕлпулу каçĕсемпе вăйăсем ирттерес ĕçре те пысăк пулăшу кÿнĕ пулĕччĕ.
Калăпăр, «Пĕрре курсах саврăм-ши?» евĕр конкурссем мĕнле çамрăк кăмăлне каймĕç? Вĕсем хаваспах хутшăнаççĕ унашкал конкурссене, йĕркелекенсем çеç кирлĕ.
Чылай чухне вара çавнашкал кăсăк самантсене ирттерме пĕлекен çын çукки палăрать. Çавăнпа та пирĕн сĕнĕве Пишпÿлек районĕн культура пайĕн ĕçченĕсем шута илессе шанас килет.
Н. СЕМЕНОВА. Пишпÿлек тăрăхĕ.
«Урал сасси», 1996 çул.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: