Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
26 Ноябрӗн , 18:05

Пушкăртстан чăвашĕсен «Урал сасси» хаçатĕнче ĕçлекенсем, вулакансем, йăхташсем!

Сире Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕнчен тата хам ятран паллă датăпа – «Урал сасси» чăваш хаçачĕ 35 çул тултарнă ятпа чунтан саламлатăп.Чăвашсем шучĕпе Раççейре пиллĕкмĕш вырăн йышăнаççĕ. Пирĕн халăхăн çурри ытла пайĕ Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнать. Çакăн пек лару-тăрура тăван чĕлхепе тухса тăракан пичет кăларăмĕсен тÿпи уйрăмах питĕ пысăк.

Пушкăртстан чăвашĕсен «Урал сасси» хаçатĕнче ĕçлекенсем, вулакансем,  йăхташсем!
Пушкăртстан чăвашĕсен «Урал сасси» хаçатĕнче ĕçлекенсем, вулакансем, йăхташсем!

«Урал сасси» хăйĕн кун-çулĕ тăршшĕпе Пушкăртстанри чăвашсене пĕрлештерме пулăшнă. Вăл наци уявĕсен тата культурăпа массăлла мероприятисен пуçаруçи шутланать, ачасемпе çамрăксене тăван халăх еткерне юратма тата хисеплеме вĕрентет. Эсир тăван чĕлхепе культурăна, хăйне евĕрлĕ ĕмĕрхи халăх йăли-йĕркине упраса хăварас ĕçе чăннипех те пысăк тÿпе хыватăр.
Сире халăхăн наци ăс-хакăлне аталантарас енĕпе пысăк ĕç тунăшăн тав тăватăп. Ку чăвашсене хисепленипе мăнаçланнинче çеç мар, регионта пурăнакан ытти халăхсен культурипе йăли-йĕркине хисепленинче те палăрать. Çакă ĕнтĕ вăл тăнăçлăхпа килĕшĕвĕн, Раççей аталанăвĕн никĕсĕ.
Сире малашлăхра пысăк плансем кĕтессе шанса тăратăп. «Урал сасси» коллективне çĕнĕ пултарулăх çитĕнĕвĕсем, пархатарлă вулакансем сунатăп!
Хаçат хăйĕн тавра халăх шăпишĕн тăрăшакан çынсене пĕрлештерет. Апла пулсан пуласлăх сиртен нумай килет. Паянхи тата ыранхи çамрăксем тăван халăх йăли-йĕркине, чĕлхемĕре пĕлсе çитĕнччĕр тесен чăнах та тумалли чылай. Çак ĕçе пĕр-пĕрне ăнланса, алă парса, пулăшса, пĕрле туса пыма пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Çапла пултăр.
Леонид ЧЕРКЕСОВ, Чăваш Республикинчи
Патшалăх Канашĕн председателĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: