Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
26 Ноябрӗн , 15:05

«Урал сасси» чăваш хаçатне вулатăр-и?

Чăваш халăхĕн малашлăхĕ – çамрăксенче. Тăван чĕлхепе культурăна, чăваш кăларăмĕсене упраса хăварасси шăпах вĕсенчен килет. Çавăнпа та хаçатăн юбилейлă номерĕнче çамрăк ăрăва «Урал сасси хаçата вулатăр-и? Мĕншĕн?» ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр. Вĕсем урлă эсир хăвăр пĕтĕмлетĕвĕрсене тума пултаратăр.

«Урал сасси» чăваш хаçатне вулатăр-и?
«Урал сасси» чăваш хаçатне вулатăр-и?

Полина Макеева, 15 çулта, Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.
– «Урал сасси» хаçат пире питĕ килĕшет. Ăна çемйипех вулатпăр. Унта кашниех хăйне кирлине тупать. Мана ытларах кăларăмăн пĕрремĕш тата тăваттăмĕш страницисем кăмăла каяççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем темиçе тĕслĕ. Пĕрремĕш страницăра ытларах тĕрлĕ профессире тăрăшакан çынсен çитĕнĕвĕсем çинчен çыраççĕ. Ку мана тата та ытларах тăрăшса вĕренме хавхалантарать. Юлашки страницăра аслисемпе ачасем валли тĕрлĕ киленÿ материалĕсем пичетленеççĕ. Унта мана усăллă канашсемпе хамăр республикăри çыравçăсен калавĕсене вулама килĕшет.


Кирилл Трофимов, 17 çулта, Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.
– Эпĕ чăваш ялĕнче, чăваш çемйинче çуралнă. Çавăнпа та чăвашла вуласси маншăн хĕн мар. «Урал сасси» хаçата хаваспах вулатăп, мĕншĕн тесен вăл тăван чĕлхепе тухать тата вăл питĕ интереслĕ. Аттепе анне хаçата почта урлă çырăнса илеççĕ. Эпĕ вара ытларах кăларăмăн сайтĕнче, социаллă сечĕсенчи страницисенче тухакан информаципе паллашма юрататăп. Мана ытларах политика теми интереслентерет. Ун йышши материалсем тĕнчери лару-тăрăва ăнланма, саманапа пĕр тан утма май параççĕ.


Герман Семенов, Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ, 9 класс вĕренекенĕ.
– «Урал сасси» хаçата манăн кукамай юратса вуланă. Хаçат вуласси мана унран куçнă пулмалла. Эпĕ пĕчĕк чухне вăл мана хăй çумне лартатчĕ те вулама тытăнатчĕ. Халĕ хам хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп, пуçламăшĕнчен тытăнса вĕçне çитиччен вулатăп. Мана уйрăмах шкул пурнăçĕ çинчен çырнă статьясем килĕшеççĕ. Вĕсем урлă эпĕ пирĕн тантăшсем мĕнле пурăннине пĕлетĕп. Çакă мана вăй-хăват парать, малта пыракансем пек пулма хавхалантарать. «Урал сассине» малашне те çырăнса илĕпĕр. Унсăр пуçне тăван хаçата ыттисене те çырăнса илме чĕнсе каласшăн.


Татьяна Иванова, 18 çулта. Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕ ялĕ.
– Эпĕ «Урал сассине» юратса вулатăп. Асăннă кăларăмра чăвашсен ĕç-хĕлне, культура пурнăçне, çивĕч темăсене çутатса параççĕ. Мана ытларах вырăнти пулăмсемпе йăла-йĕркесем çинчен çырни, культурăпа çыхăннă темăсем кăмăла каяççĕ. Çакăн пек материалсем чăваш халăх культурин хăйне евĕрлĕхĕпе пуянлăхне лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ.
Эпĕ пĕлекен, паллакан çынсем хушшинче «Урал сассине» вулакансем нумай. Нумайăшĕ ăна информаци пахалăхĕшĕн, тĕрлĕ темăсемпе вырăнти хыпарсене уçса панăшăн кăмăллаççĕ. Хаçат çивĕч темăсемпе регионти лару-тăрăва уçса паракан тĕп çăлкуç шутланать. Унти хыпарсемпе паллашса тус-юлташсемпе сÿтсе яватпăр.
Надежда РОДИОНОВА ыйтса пĕлнĕ.

«Урал сасси» чăваш хаçатне вулатăр-и?
«Урал сасси» чăваш хаçатне вулатăр-и?
«Урал сасси» чăваш хаçатне вулатăр-и?
«Урал сасси» чăваш хаçатне вулатăр-и?
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: