Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
26 Ноябрӗн , 17:05

Ватлăх вăл – шăпа панă парне

Телейлĕ ватлăх вăл – хăвăн ачусем, мăнукусем ырă та тĕрĕс-тĕкел пулни, вĕсенче хăвăн çамрăклăхна курни, чир-чĕр санран пăрăнса иртни, çулсем самаях пулин те хăв урупа утса çÿрени, Турă панă кашни кунпа савăнса пурăнни. Ватлăх вăл – тĕрĕс пурăннăшăн панă шăпа парни.

Ватлăх вăл – шăпа панă парне
Ватлăх вăл – шăпа панă парне

Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан Надежда Данилова çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Надежда Антоновна 1934 çулхи ноябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Канчăлав ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкултан вĕренсе тухсанах фермăна доярка пулса ĕçлеме вырнаçнă. Питĕ чипер, хÿхĕм хĕр пулса çитĕннĕ вăл, нумай каччă ăна ăмсаннă, анчах та Натюк никама та качча тухмастăп тенĕ. Пирĕн Чуюнчă каччи те питĕ килĕштернĕ ăна, ашшĕсем патне хăтана та янă, анчах мĕншĕн-тĕр ашшĕ хĕрне пама килĕшмен. Пĕррехинче дояркăсем хирте каç выртма юлсан каччă хĕре вăрласа килме шутланă.
Питĕ тату, пĕр-пĕрне юратса пурăннă Виталий Ивановичпа Надежда Антоновна, пурнăçри йывăрлăхсене пĕрле çĕнтернĕ. Натюк аппа ĕмĕрĕ тăршшĕпех фермăра вăй хунă. Ĕне сăвакан та, пăру пăхакан та пулнă вăл. Малтанхи вăхăтра пурăнмалли пÿрчĕ пулмасан та кайран пысăк, илемлĕ çурт лартнă вĕсем. Тăватă ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Ачисем тĕрлĕ çĕртре тăрăшнă. Халĕ хăйсем те тивĕçлĕ канура.
Виталий пичче çĕре кĕни чылай ĕнтĕ. Натюк аппа пĕчченех пурăнать. Ачисем, мăнукĕсем килсех çÿреççĕ. Вунă мăнук, вунă кĕçĕн мăнук кинемин. Ялта пурăнакан Юрик ывăлĕ час-час амăш патне çÿрет, пур енĕпе те пулăшать. Натюк аппа хăй те паттăр-ха. Тăхăр вунă çул тултарса 100 еннелле сулăннă пулсан та йăпăр-япăр çÿрет. Лавккана каять, чиркĕве те çÿрет, апат пĕçерет, çĕр улми, пахча çимĕç ларса ÿстерет. Эпĕ каяс умĕн те: «Тухса мунча хутса яратăп», – тесе юлчĕ.
Натюк аппа «Урал сасси» хаçатпа та питĕ туслă. Нумайранпах çырăнса илет ăна кинеми. Кÿршĕре Антани аппапа Зоя аппа пурăнаççĕ. Вĕсем 88 çула çитсе пыраççĕ. Виççĕшĕ пĕрле хаçатри çĕнĕлĕхсене сÿтсе яваççĕ. Тата та нумай çул пурăнмалла, хаçата малалла та çырăнса илмелле пултăр.
Надежда Антоновнăна 90 çул тултарнă ятпа Давлекан районĕнчи чăвашсен Канашĕн ятĕнчен ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, савăнăç, ăраскал, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Ирина ИЛЬИНА.
Давлекан районĕ, Чуйăнчă-Николаевка ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: