Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
27 Ноябрӗн , 15:05

Хисеплĕ Юрий Николаевич тата «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем!

Сире чаплă уяв ячĕпе – хаçат тухма пуçланăранпа 35 çул çитнĕ ятпа – чунтан саламлатăп!Вăтăр пилĕк çул хушшинче кăларăм сирĕн нумай вулаканшăн ырă тус, канашçă пулса тăчĕ. Кашни номер вăл – пĕчĕк истори, пĕчĕк пурнăç, ун хыçĕнче вара пĕтĕм коллективăн ырми-канми ĕçĕ пытанать.

Хисеплĕ Юрий Николаевич  тата «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем!
Хисеплĕ Юрий Николаевич тата «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем!

Пысăк пултарулăх хавхаланăвĕ, журналистсен ăсталăхĕ малашне те хаçат ĕçченĕсене чăваш халăхĕн культурине, искусствине тата ăс-хакăл вăй-хăватне аталантармалли никĕс пулса тăтăр. Сирĕн коллектива çĕнĕ пултарулăх çитĕнĕвĕсем, вулакансен шанăçне, телей, ырлăх-сывлăх тата ăнăçу сунатăп!
Игорь ГУБАЕВ, республикăри мари чĕлхипе тухакан «Чолман» хаçатăн тĕп редакторĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: