Эсир, журналистсем, талантăра пула тата хӑвăра шеллемесӗр ӗҫленипе кашни эрнере вулакансем патне юратакан кăларăма çитеретĕр, çивĕч ыйтусем çĕклетĕр.
Паян журналистсене çăмăл мар, уйрăмах хутпа тухакан кăларăмсем умĕнче, çĕнĕ технологисем хăвăрт аталанса пынă май, питĕ пысăк йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Анчах та пирĕн малашлӑха шанчӑклă пӑхмалла. Çĕнĕ майсем шырама, вулакансемпе диалога тухма пире никам та кансĕрлеймест.
Сире тепĕр хут юбилей ячĕпе саламласа пысăк та анлă малашлăх сунатăп. Эсир вулакансене кирлĕ! Хаçатра тăрăшакансене вара – çирĕп сывлăх, пур çĕрте те ăнăçу, телей. Сирĕн çумăрта ырă çынсем кăна пулччăр, çулăрсем уçăлса пыччăр.
Елена МУСТАЕВА, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ, Ульяновск облаçĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.