Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
27 Ноябрӗн , 11:05

Янратăр малашне те «Урал сасси»!

35 çул «Урал сасси» республика хаçачӗ Пушкăртстан чăвашӗсене пӗрлештерсе тăрать. Шанчăклă, витӗмлӗ, авторитетлă илтӗнет ун ячӗ. Çак тăрăхран тухнă чăваш халăхӗн паллă поэчӗсем Константин Иванов, Ухсай Яккăвĕ, Александр Савельев-САС та чӗррӗн сăнарланаççӗ. Чăваш литературине пысăк тӳпе кӗртнӗ пушкăртстансем. Паян çак пуян еткере упраса малалла аталанма вăй хурса ӗçлекенсем «Урал сасси» редакцийӗн журналисчӗсем.

Янратăр малашне те «Урал сасси»!
Янратăр малашне те «Урал сасси»!

Паянхи кун, цифровизаци, электронлă МИХсем вăйлă аталанса пынă вăхăтра пичет кăларăмӗсене çăмăл мар. Пирӗн, хаçатçăсен ăçта пулсан та йывăрлăхӗсем пӗрешкел. Анчах ниме пăхмасăр пичет кăларăмӗсене упраса хăвармалла. Ку пирӗншӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ. Хаçат вăл йăхташăмăрсене пӗрлештерсе тăракан хăйне евӗр социаллă институт та. Шанатăп, çак çулсем хушшинче редакци ӗçченӗсем нумай çын нушине татса пама пулăшнă, вӗсен ыйтăвӗсене республика ертӳçисем патне çитерме пултарнă. Вырăнти чăвашсен хутне кӗрекен, тăван чӗлхепе культурăна упраса хăварма май паракан вăйлă инструмент вăл хаçат. Тăван чӗлхепе хаçат пурри – регионти чăвашсен вăй-халне, ытти нацисен хушшинчи сумлă вырăнне те кăтартать. Унсăр юлсан халăх саланать, чăвашлăх туйăмӗ иксӗлет.
Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачӗн ӗçченӗсен ятӗнчен «Урал сасси» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсене пысăк çитӗнӳсем, творчествăлла хавхалану сунатпăр.
Хаçата никӗсленсе кайнăранпа ертсе пыракан Юрий Михайлова редакци тилхепине малашне те çирӗп тытса пыма сывлăх, иксӗлми вăй-хал, çемьере телей сунатпăр!
Вулакансен йышӗ малашне çулран-çул ӳссе пытăр, кашни чăваш çемйине «Урал сасси» çиттӗр! Юбилейпе сире, ӗçтешсем!
Ирина ТРИФОНОВА,
«СУВАР» хаçат редакцийӗ «ТАТМЕДИА»
АО филиалӗн ертӳçи – тӗп редакторӗ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: