Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
28 Ноябрӗн , 13:05

Аякра пулсан та – пирĕншĕн çывăх

Самана таппипе пурнӑҫ кустӑрми тӑван ҫӗртен аякка сапаласа янӑ пулин те ҫуралнӑ тӑрӑха, тӑван-хурӑнташа, юлташ-пӗлӗше яланах асӑмӑрта тытатпӑр. Пушкӑрт ҫӗрӗ пирӗншӗн ҫав тери хаклӑ кӗтес. Пурте пӗлекен Нарспи ҫӗршывӗнчи ытарайми Слакпуҫпа ӗмӗрлӗхех шӑпа ҫыхӑннӑ. Ҫак хӑватлӑ кӗпере тӗревлесе тӑраканни шӑпах «Урал сасси» хаҫат. Тӗп хуламӑрта пурӑнатпӑр пулин те эпир ӑна вуласа тӑратпӑр, ентешсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланатпӑр. Хамӑр ӑҫта ҫитсе куратпӑр, ентешсемпе паллашатпӑр – хаҫат вулаканӗсем патне ҫитерме тӑрӑшатпӑр.

Аякра пулсан та – пирĕншĕн çывăх
Аякра пулсан та – пирĕншĕн çывăх

Чӑннипех те шанчӑклӑ, чуна ҫывӑх тус пекех пирӗншӗн «Урал сасси». Паллах, ку пӗтӗмпех редакци коллективӗнчен килет. 35 ҫул тӗп редакторта вӑй хуракан Ю.Н. Михайлова ҫӗре ҫити пуҫ тайса Тав сӑмахӗ калас килет. Юрий Николаевич чӑн-чӑн опытлӑ дипломат пек ҫак лава ӳркенмесӗр туртать те туртать... Йывӑрлӑхӗсене хӑй ҫеҫ пӗлет, вӗсене вӑл нихӑҫан та, никама та кӑтартмасть. Виҫӗ теҫетке ҫул ытла пӗр лава улшӑнмасӑр туртакан журналист, паллах, ӑшӑ сӑмаха ҫеҫ тивӗҫлӗ.
Редакци туслӑ йышне хаҫатӑн черетлӗ паллӑ кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр, пултарулӑх ҫулӗнче утӑм хыҫҫӑн утӑм сунатпӑр. Кашни тӗлпулу сирӗнпе пирӗншӗн уяв пекех. Аякра пулсан та эсир чӑвашлӑхшӑн тӑвакан ырӑ ӗҫсене эпир яланах туйсах тӑратпӑр. Пушкӑрт ҫӗрӗ, «Урал сасси» пире яланах хавхалану кӳрет.
Анатолий ПАВЛОВ отставкӑри
полковникпа Альбина СТЕПАНОВА (ПАВЛОВА) Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн членӗ. Мускав хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: