Урал сасси
-4 °С
Ясно
"Урал сассине" - 35 çул
28 Ноября 2024, 10:00

Хаклă туссем!

Хаçат юбилейĕ ячĕпе ĕçтешĕрсенчен чĕререн саламланине йышăнса илсемĕр. Çак паллă кун миçе çул ĕçленине çеç палăртмасть, вăл тĕрлĕ пулăмсемпе, çитĕнÿсемпе, тăван чĕлхепе тухнă интереслĕ материалсемпе тулли пуян истори кăларса тăратать.

Добавить в предпочтительные источники Google
Хаклă туссем!Хаклă туссем!
Хаклă туссем!

Эпир «Урал сасси» хаçат тăван чĕлхепе культурăна аталантарассипе çыхăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен пурнăçĕнчи уйрăлми пайĕ пулса тăнăшăн чунтан савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Кашни номер пысăк пахалăхлă хыпарсемпе, çутă шухăшсемпе тулса вулакансене хавхалантаратăр.
Юбилей ячĕпе! Малашлăхра çĕнĕ çитĕнÿсем, майсем, çĕнĕ интереслĕ материалсем сунатпăр!
Ольга НИГАМАТУЛЛИНА,
республикăри удмурт чĕлхипе тухакан «Ошмес» хаçатăн тĕп редакторĕ.

Автор:Надежда Родионова