Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
29 Ноябрӗн , 09:30

Хаçат вулаканшăн кĕтнĕ парне пултăр

Турă çырнă шăпаран иртейместĕн. Çут тĕнчене килнĕ ача сас парать те çемьере, йышра çитĕнет, ура çине тăрса малалла талпăнать. Такăнса ÿксен те пуçа усмасть, суйласа илнĕ çулран пăрăнмасăр ыттисемпе пĕр тан утма тăрăшать.

Хаçат вулаканшăн кĕтнĕ парне пултăр
Хаçат вулаканшăн кĕтнĕ парне пултăр

Çак пурнăçри пулăм, мана 30 çул ытла тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçланă май, пĕрре мар куç умне тухса тăнă. «Урал сасси» шăпи те çак чăнлăхпах тÿр килет – хаçат халăх ыйтнипе çуралнă, халăхпа пĕрле аталаннă, малашлăхĕ те унăн аллинче. Пĕр шутласан эпир, редакци ĕçченĕсем, тара илнĕ «инструментсем» çеç. Паллах, çав хатĕрпе мĕнле усă курассине редакци коллективĕ суйласа илет.
Журналистăн тĕп тивĕçĕ вăл - вулакан патне хаçатăн кирек хăш номерне те кĕтнĕ парне шайĕнче илсе çитересси. Тĕшшипе, тулаш илемĕпе, чуна пырса тивнипе, тарăн шухăша янипе… Çак ĕçе пурнăçа кĕртме çăмăлах мар, анчах та майсем те, хăватсем те пур. Çавăнпа та «Урал сасси» хаçатăн пысăках мар çемйи «Чăвашшăн чăваш пултăр юлташ» девиза асра тытса малаллах ăнтăлать.Паян вара хăйĕн 35 çулхи çавра çулне паллă тăвать. Вулакансемпе, уçă кăмăллă тус-юлташсемпе, пĕр шухăшлă ĕçтешсемпе, аякран тата çывăхран килнĕ хăнасемпе.
Сире пурсăра та юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх сунса эсир малашне те пирĕнпе пĕрле пуласса, хаçатăн ĕмĕрĕ вăрăма тăсăласса шанатăп.
Юрий МИХАЙЛОВ, тĕп
редактор, Пушкăртстан Республикин пичет тата массăлла информацин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: