-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Эпир, чăвашсем, кирек ăçта пурăнсан та пĕрлех. Çак çыхăнăва туйса тăни пире вăй парать, пысăк ĕçсем тума хавхалантарать. Раççей çунатти айĕнче тĕрлĕ халăхпа юнашар пурăнса пĕр-пĕрне хисеплеме, йывăрлăхра пулăшма, пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулма, пĕр тĕллевсене пурнăçлама тахçанах хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. «Урал сасси» хаçат та çак пĕрлĕхе туйса ĕçлет. Кăларăмпа интернетра та паллашма май пурри вара хаçат хăйĕн умне лартнă тĕллевсене вăйлатать çеç.
«Урал сасси» никĕсленнĕренпе 35 çул çитнĕ ятпа тепĕр хут саламлатпăр сире, йăхташсем! Вулакансен йышĕ ÿссех пытăр!
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.