Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Урал сассине" - 35 çул
29 Ноябрӗн , 15:30

«Вулакан чунĕ ыйтнине тивĕçтермелле»

Кăçалхи юпа уйăхĕнче Пушкăртстанри чăвашсен хаçачĕ «Урал сасси» йĕркеленнĕренпе 35 çул çитрĕ. Çавна май эпир Пушкăртстан Республикин пичет тата массăллă информацин тава тивĕçлĕ ĕçченне Юрий Михайлов тĕп редактора хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

«Вулакан чунĕ ыйтнине тивĕçтермелле»
«Вулакан чунĕ ыйтнине тивĕçтермелле»

«Урал сасси» Н. Бичурин премине тивĕçнĕ


– Юрий Николаевич, «Урал сасси» кун-çулне аса илер-ха. Ăна йĕркелеме пулăшнă хастар чăвашсене те асăнса хăварни вырăнлă пулĕ.
– Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче кун çути курнă. Ятарлă редактор пулманран ăна общество редколлегийĕ вăйĕпе тĕрлĕ районта – Авăркас, Пишпÿлек, Пелепей тăрăхĕсенче – нимелле кăларнă. Шел те, çак йышри ентешсенчен чылайăшĕ паянхи кун пирĕн хушăмăрта çук. Çапах та вĕсен ячĕсене асăнса хăвармаллах: Алексей Кондратьев профессор, Александр Савельев-САСпа Микул Ишимбай çыравçăсем, Иван Тарасов, Николай Леонтьев, Владимир Аптраман журналистсем, Александр Федоров «Çĕршыв çулĕ» хаçатăн экс-редакторĕ, çавăн пекех ун чухнехи Пушкăртстан Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ Савген Саватнеев.
1990 çулта юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Урал сасси» хаçата патшалăх шайĕнче кăларса тăма республика парламенчĕ йышăну тунă. Хаçатăн учредителĕсем ун чухне Пушкăрт Республикин Аслă Канашĕ тата Министрсен Кабинечĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Пушкăртстан Правительстви шутланать. Унăн тивĕçĕсене Пичет агентстви пурнăçлать.
1989 çулта юпа уйăхĕнчех Пелепей хулинче «Малалла» хаçат тухма тытăннă. Ăна йĕркелеме пире, çамрăк специалистсене, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухнех чĕнсе илнĕччĕ. Эпĕ çемьепех – мăшăрпа Лидия Ивановнăпа тата Сентиер ывăлпа – инçе çула тухрăмăр. Хаçат патшалăх шайĕнче пичетленме тытăнсан асăннă аслă шкултан вĕренсе тухакан Валерий Петров Пушкăртстана пычĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, «Урал сасси» хаçатăн малтанхи номерĕсене эпир, Чăваш Енрен кайнисем, кăларса тăнă.
– 35 çул хушшинче, паллах, улшăнусем пулнах ĕнтĕ. Паянхи кун мĕнлерех лару-тăру? Миçен ĕçлеттĕр, тираж еплерех?
– Паян «Урал сассине» ытларах вырăнти кадрсем кăлараççĕ. Çакна палăртмалла: хăй вăхăтĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн (халĕ Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕ) Çтерлĕри филиалĕнче тутар-чăваш филологийĕн уйрăмĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хатĕрлеме тытăнчĕ. Çавна май çак специалистсем пирĕн патра та ĕçлеме пуçларĕç. Халĕ коллективра 6 çын вăй хурать: Надежда Родионова – яваплă секретарь, Ирида Новиковапа Инга Алексеева – корреспондентсем, Татьяна Иванова хаçата калăплакан тата сайт администраторĕ, Виктор Скворцов – водитель тата эпĕ.
Тираж халĕ – 800 ытла экземпляр. 1994-1995 çулсенче «Урал сасси» 4 пин ытла тиражпа тухса тăнă. Çакă чи пысăк кăтарту пулнă. Паллах, юлашки вăхăтра вулакансен йышĕ чакни сисĕнет. Çав вăхăтрах Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсен шучĕ те самаях чакрĕ. Юлашки çырав тăрăх халĕ 80 пин чăваш пурăнни паллă. Чăваш кăларăмĕ çеç мар, ытти чĕлхепе тухакан хаçат-журнал та тиражне çулсерен çухатса пырать. Сăмах май, Пушкăртстанра ултă чĕлхепе – тутарла, пушкăртла, чăвашла, вырăсла, çармăсла, удмуртла – хаçатсем пичетленеççĕ. Тутарла, пушкăртла, вырăсла тухакан хаçатсем калăпăшĕпе пысăк пулсан, ыттисем – пĕчĕкрех. Вĕсем тĕрлĕ тĕспе, эрнере пĕр хутчен кун çути кураççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: «Урал сасси» 1999 çулта Чăваш тавра пĕлÿçисен Н. Я. Бичурин премине, 2013 çулта Н. В. Никольскин 1 степень орденне тивĕçнĕ.

 

Хастар чăвашсем пулăшаççĕ

– Çырăнтару тапхăрĕнче вăй хурса ĕçлеме тивет-тĕр. Ăна мĕнле йĕркелетĕр? Чăваш хастарĕсем ку тĕлĕшпе пулăшаççĕ-и?
– Çырăнтару вăхăчĕ нихăçан та çăмăл мар. Вулакансене хавхалантарас тĕлĕшпе конкурссем, акцисем ирттеретпĕр. Акă, кăçал «Контактра» «Урал сасси манăн пурнăçра» конкурс йĕркелерĕмĕр. Вăл социаллă сетьсенче подписчиксен шутне ÿстерме пулăшать. Ытти организацисенни пекех пирĕн те сайт, ятарлă страницăсем пур. «Контактра» подписчиксен йышĕ – 14 пин, «Одноклассникре» – 1,5 пин, «Телеграмра» – 200 ытларах. Унпа эпир нумаях пулмасть ĕçлеме тытăнтăмăр.
Кашни çур çулта «Пушкăрт Республикин Издательство çурчĕ хысна предприятийĕ хаçат-журнал çырăнтарас тĕллевпе лотерея ирттермешкĕн укçа-тенкĕ уйăрать. Унпа эпир пысăках мар парнесем туянатпăр. Лотерея вылявне 150-200-шер çын хутшăнать. Вăл вулакансене редакципе çыхăну йĕркелеме пулăшать.
Çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче хамăр та алă усса лармастпăр: вăхăт тупса ялсене çитсе килетпĕр, кил тăрăх çÿретпĕр. Вулакансемпе курса калаçатпăр, хаçат çырăнтарма тăрăшатпăр. «Хăвăр килнĕ те çырăнмаллах ĕнтĕ», – теççĕ пĕрисем. «Хамăр халăха хамăрăн хисеплемелле», – вĕрентеççĕ теприсем. Манăн шухăшпа, çакăн пек тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ пурах. Вĕсем вулакансемпе çывăхрах паллашма май параççĕ.
Çыхăну уйрăмĕсем хупăнни, почтальонсем çитменни, паллах, пире те ура хурать. Ара, хаçатшăн укçа тÿленĕ, ăна вара вулакан патне илсе çитереймеççĕ. Çапла майпа халăх унран сивĕнет. Ял çыннисем кун пирки тĕлпулу вăхăтĕнче уççăн калаççĕ. Эпир вĕсене лăплантарма тăрăшатпăр.
Пирĕн Пелепейре информаци центрĕн çырăнтару пайĕ пур. Унта «Белебеевские известия» тата «Урал сасси» хаçатсене альтернативлă майпа çырăнма май пур. Хакĕ те йÿнĕрех. Анчах ку мелпе Пелепейре пурăнакансем çеç усă курма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен ятарлă почтальонсем хаçатсене хулара çеç валеçеççĕ.
Çырăнтару вăхăтĕнче пире пулăшакан хастар чăвашсем те пур: Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи «Базы ЯХПК» ООО ертÿçи Вадим Соколов, Пишпÿлек районĕнчи «Родник» агрофирма директорĕ Сергей Михайлов, Пишпÿлек районĕнчи «Урожай» ООО ертÿçи Юрий Иванов. Паллах, кашни районта çакăн пек 2-3 хастар ентеш пулсан тираж шучĕ татах та ÿсĕччĕ. Анчах, ман шухăшпа, ку майпа ытлашши усă курмах та кирлĕ мар. Енчен те çырăнса паракан хаçат вуламасăр усăсăр выртсан? Ăна кивĕ хута çавăрни çеç пулать-çке. Çавăнпа та эпир йыша ÿстерессишĕн мар, кашни номере усăллă вырнаçтарассишĕн тăрăшатпăр. Вулакансен списокне хатĕрлетпĕр. Сăмах аслă ăру пирки пырать. Пытармастăп: çамрăксем хаçат вулани сисĕнмест. Шкулта тăван чĕлхе урокĕсене кĕскетни, ялта ачасем вырăсла калаçни япăх витĕм кÿретех.
– Вулакансен ÿсĕмĕ еплерех?
– Хаçата ытларах 50-70-ри çынсем вулаççĕ. Вăл вăхăтра çитмесен пирĕн пата шăнкăравлаççĕ. Эппин, «Урал сассине» юратаççĕ, кĕтеççĕ. Чун апачĕ шутланать хаçат. Çакă пире те ĕçлеме хавхалантарать. Вулакансем кăларăмри саламсемпе те тĕплĕн паллашаççĕ. Тăван-хурăнташĕн çуралнă кун пулнине пĕлсен хăйсем та ăна хаçат урлă саламлаççĕ. Ытларах пĕр-пĕр çемье, çын çинчен çырнă материалсене вулама кăмăллă. Çавăн пекех «Литература страници» те кăсăклă вĕсемшĕн. Номертен номере эпир пысăках мар калавсем пичетлетпĕр. Нумаях пулмасть Владислав Николаевăн «Пуян арăм» калавĕ кун çути курчĕ. Вырăнти авторсен хайлавĕсемпе те усă куратпăр. Вулакан чунĕ ыйтнине тивĕçтерме тăрăшмалла пирĕн.

 

«Пушкăртстан – иккĕмĕш тăван кĕтес»

– «Урал сасси» информаци хатĕрĕ çеç мар, чăвашлăх тĕнчине аталантарма пулăшакан кăларăм та. Халиччен мĕнле ырă ĕçсем тума пулăшрĕ вăл йăхташсене?
– Тĕрĕссипе, «Урал сасси» Пушкăртстанри чăваш тĕнчин хаçачĕ шутланать. Унăн девизĕ те: «Чăвашшăн чăваш пултăр юлташ!» Паллах, çакă пире ытти халăх кирлĕ мар тенине пĕлтермест. Эпир вĕсемпе те туслă пурăнатпăр. Çав вăхăтрах хамăр халăх çывăхраххине туятпăр.
«Хаçат вăл – коллективлă агитатор, пропагандист, йĕркелÿçĕ», – тенĕ Владимир Ленин. Çак сăмахсем нихăçан та пуçран тухмаççĕ. Хаçат чăвашлăха аталантарма нумай пулăшнă, пулăшать те. Сăмахран, пĕр-пĕр районта ансамбль йĕркеленĕ. Çакăн пирки эпир çырса кăтартатпăр. Вĕсене кура тепĕр тăрăхра çакнашкал ушкăн çуралать. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче Пушкăртстанра çакăн чухлĕ ансамбль пулнине астумастăп. Вĕсен йышĕ ÿссех пырать. Ачасен пултарулăхне аталантарма Пелепей хулинче «Силпи асамачĕ» иртет. Çавăн пекех Пишпÿлек районĕнче регионсен хушшинче «Шур çăл» конкурс йĕркелеççĕ. Унта Тутарстанран, Чăваш Енрен, Эрĕнпур облаçĕнчен хутшăнаççĕ. Çак мероприятисем çинчен яланах «Урал сассире» туллин çырса кăтартатпăр. «Пушкăртстанри чăвашсен кĕске энциклопедине» кăларма та пулăшрăмăр. Паллах, чĕлхе ыйтăвне те хускататпăр хаçатра. Ачана тăван чĕлхене вĕрентме хăçан, мĕнрен пуçламалла? Ман шухăшпа, калаçу чĕлхине çемьере хăнăхтармалла, грамматикăна вĕрентесси вара – шкул тивĕçĕ. Çакăн пирки вĕрентекенсем пирĕн пата час-часах çыраççĕ, çивĕч ыйтусем хускатаççĕ. Кăçалтан эпир хаçатра «Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ» рубрика уçрăмăр. Учительсем мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине çутатаççĕ. Унсăр пуçне вĕсен çитĕнĕвĕсем пирки шкул директорĕсем, ытти вĕрентекенсем паллаштараççĕ.
– Эсир 35 çул редакторта ĕçлетĕр. Çак вăхăтра пулса иртнĕ кăсăклă самантсене астăватăр-и?
– Паллах, 35 çул хушшинче темĕн те пулнă. Хăш-пĕр самант вара халь те асрах. Акă 1998 çулхи нарăс уйăхĕнче Авăркас районĕнчи Кăтаймасра космос паттăрĕпе Андриян Николаевпа тĕлпулу иртрĕ. Сакăр теçетке çула çывхаракан карчăк тăчĕ те çапла калама пуçларĕ: «Эсир тĕнче уçлăхне вĕçнĕ чухне эпĕ Ĕпхĕве кайнăччĕ. Пасара çĕпре илме кĕтĕм. Тутар хĕрарăмĕ: «Эсир чăваш-и?» – тесе ыйтрĕ. «Чăваш», – хуравларăм эпĕ. «Сирĕн Николаев космоса кайнă. Çавăнпа сана çĕпрене 1 тенкĕпе мар, 50 пуспах парса яратăп», – терĕ вăл. Çапла сирĕн ятăрпа çĕпрене çур хакпа туянтăм ун чухне».
Чи савăнăçлă самант пирки те каласа хăварас килет: 2000 çулта Пелепейре çĕнĕ типографи уçнă хыççăн хаçат офсет пичечĕ çине куçни асра юлчĕ. Сăн ÿкерчĕксем малтан йĕркеллĕ тухманран унти çынсене паллама та май çукчĕ. Çĕнĕ майпа ĕçлеме тытăннă хыççăн хаçата урăх сăн кĕчĕ.
– Юрий Николаевич, эсир Чăваш Енре Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ май тăван тăрăх сире хăй енне пĕрре мар туртнă ĕнтĕ. Çапах Пушкăртстан та сирĕншĕн çуралнă кĕтес пекех çывăх пуль?
– Çапла, тăван кĕтес хăй патне туртатех. Хăй вăхăтĕнче мана Чăваш Енре те тĕрлĕ ĕç сĕнчĕç. Анчах пуçра яланах пĕр шухăш пулнă: хам «çуратнă», çитĕнтернĕ хаçата епле пăрахса кайăп? Вăл ача пекех-çке. 35 çул хушшинче ялан аталанма тăрăшнă. Акă, 2004 çулта тĕрлĕ тĕс çине куçрăмăр, каярахпа сайт йĕркелерĕмĕр. Хаçатăн калăпăшне ÿстересси пирки те пĕрре мар калаçнă пуçлăхсемпе. Ялан тираж йышне ÿстермеллине калатчĕç. Ун чухне 3-4 пинпе тухаттăмăр. Халĕ ку ыйтăва çĕклени те усăсăр пек. Мĕн пуррине упраса хăварасчĕ. Вулакансем пур чухне хаçат пурăнать-ха.
Пушкăртстан – маншăн иккĕмĕш тăван кĕтес. Çамрăклăхăн ытларах пайĕ унта иртрĕ. Малашне те ĕçлес кăмăл-туйăм пур-ха.
– Ырă сунăмсен саманчĕ çитрĕ. Вулакансене мĕн сунатăр?
– Чăн малтан пурне те ырлăх-сывлăх сунатăп. Вулакансене СВО теми те пит пăшăрхантарать. Эпир ăна кашни номертех çутатма тăрăшатпăр. Çав вăхăтрах хаçат тусĕсем те ятарлă çар операцийĕ çĕнтерÿпе вĕçленессе шанаççĕ. Кашни килте килĕшÿ, тату пурнăç пултăр. Вулакансен йышĕ ÿсессе шанас килет. Хаçат вулакан çыннăн вара шухăшĕ те çивĕч, калаçăвĕ те çыхăнуллă.
Валентина ПЕТРОВА.
«Хыпар» хаçатран.

«Вулакан чунĕ ыйтнине тивĕçтермелле»
«Вулакан чунĕ ыйтнине тивĕçтермелле»
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: