Республикăри чăвашсен пурнăçне 35 çул хушши ырми-канми çутатса паракан пичет кăларăмĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене саламлама ПР Пичет тата массăллă информаци агентствин ертÿçин çумĕ Марат Газизов, «Пушкăртстан Республики» Издательство çурчĕ ПР патшалăх хысна предприятийĕн тĕп директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Расул Сафаргалиев, Издательство çурчĕн медиа директорĕ Ринат Шайбаков, «РФ тава тивĕçлĕ журналисчĕ» ята тивĕçнĕ «Ватандаш» журналăн тĕп редакторĕ Рашида Магадеева килсе çитрĕç.
Марат Асхатович чăваш хаçачĕн тăван чĕлхепе культурине упраса хăварас ĕçри пысăк пĕлтерĕшне, хаçат тухма пуçланăранпа информаци хутлăхĕнче чăвашсен сасси уççăн илтĕнме пуçланине палăртрĕ, ПР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин Азат Бадрановăн, ПР Пичет тата массăллă информаци агентствин Максим Ульчевăн салам сăмахĕсене вуласа пачĕ. Çавăн пекех «Урал сасси» хаçатăн яваплă секретарьне Надежда Родионована (сăн ÿкерчĕкре) ведомство наградипе – Хисеп хучĕпе – чысларĕ. Расул Рауфович редакципе унăн ĕçченĕсене Тав çырăвĕпе тата Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ.
Çавăн пекех хаçата тата редакци ĕçченĕсене хăй вăхăтĕнче «Урал сассинче» вăй хунă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн ĕç хучĕсемпе ĕçлекен управлени консультанчĕ Валерий Михайловичпа «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Валентина Витальевна Петровсем, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Виктория Вышинская, хамăр ентеш, пултарулăхăн пĕрремĕш утăмĕсене шăпах «Урал сасси» хаçатра тунă, халĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Елена Атаманова саламларĕç. Валерий Михайлович ЧР Республикин Олег Николаевăн, Виктория Вышинская ЧР Патшалăх Канашĕн Леонид Черкесовăн, «Хыпар» Издательство çурчĕн салам сăмахĕсене çитерчĕç. Валентина Витальевна Пелепей хăйсемшĕн питĕ çывăх пулни, пурнăçĕн пĕр пайĕ асăннă хулара иртни, кунта вĕсен ачисем ÿсни пирки каларĕ, хаçата та, унăн вулаканĕсемпе ĕçченĕсене те вăрăм ĕмĕр тата çирĕп сывлăх сунчĕ.
– Ача чухнех çыраттăмччĕ. Пултарулăх çулĕ çине «Урал сассинчен» тăнă. Мана пулăшса пыраканĕ – Александр Сергеевич Савельев-САС çыравçă. Шел те, паян вăл пирĕнпе пĕрле çук. Çакăнта уявра савăнмаллаччĕ. Чăваш Ене чунтан юрататăп, анчах Пушкăртстан маншăн пуринчен те хаклăрах. Вăл мана çитĕнтернĕ. Мана Пушкăрт çĕрĕнче чăвашла хаçат упранса юлни савăнтарать. Вăл паянхи кун та тухса тăни, халăх хушшинче сарăлни – калама çук пысăк çитĕнÿ, савăнмалла уншăн, ăна пирĕн упрамалла. Малашне эпир те сире мĕнле те пулсан пулăшса пыма тăрăшăпăр, – терĕ Авăркас тăрăхĕнчи Треппел ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Атаманова (Глухова).
Валерий Петров журналист çеç мар, поэт та. Залра ларакансем вăл хаçат юбилейĕ тĕлне ятарласа çырнă сăвва тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Уява малалла тăсса Тутарстан Республикинчи «Сувар» хаçатăн тĕп редакторне Ирина Трифонована, Ульяновск облаçĕнчи «Канаш» хаçатăн тĕп редакторне, Ульяновск облаçĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченне Елена Мустаевана сăмах пачĕç. Ирина Федоровна хаçат вăл халăхăн питĕ кирлĕ инструменчĕ, пуянлăхĕ пулнине палăртрĕ. Елена Николаевна республика тулашĕнче виçĕ чăваш хаçачĕ – «Урал сасси», «Сувар», «Канаш» – тухни, «Канаш» хаçат та кăçалхи декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче хăйĕн 35 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленнине пĕлтерчĕ.
«Урал сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1989 çулта Авăркас çĕрĕ çинче кун çути курнă. Çакна шута илсе асăннă районтан килнĕ делегацине (унăн ертÿçи – Юрий Николаев районти депутатсен Канашĕн секретарĕ) черетлĕ сăмах пачĕç.
Пушкăртстанра «Урал сассипе» пĕрлех республикăри мари, удмурт, вырăс, пушкăрт, тутар халăхĕсен обществăпа политика хаçачĕсем, район хаçачĕсем кун çути кураççĕ. Кăларăмсен тĕллевĕсем пурин те пĕр пек пулнăран вĕсем пирĕншĕн çывăх тăвансем вырăннех. Час-часах пĕр-пĕрин патне шăнкăравлатпăр, ĕçлĕ самантсене сÿтсе яватпăр, канашлатпăр. Çавăнпа та саламлакансен хушшинче хамăр ĕçтешĕмĕрсене, «Чолман» хаçатăн яваплă секретарьне Людмила Шавалеевана, Пелепейри информаци центрĕн ертÿçине Иршат Фазлутдинова, «Белебеевские известия», «Октябрь», «Ермекеевские известия», «Туймазинский вестник», «Етеген» хаçатсен редакторĕсене Светлана Шириняна, Мансур Аминева, Радик Рахматуллина, Оксана Максютована, Гаухар Фазуллинана курма кăмăллă пулчĕ.
Хаçат ял хутлăх администрацийĕсемпе, общество пĕрлĕхĕсемпе тачă çыхăну тытнине, вĕсен ĕç-хĕлне анлăн çутаса панине палăртмалла. Чăваш кăларăмне саламлама сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухрĕç: Раççейри чăвашсен наципе культурин федераллă автономийĕн Канашĕн пайташĕ, Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Матвеев, Тутарстанри наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕ, Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕн президенчĕн çумĕ Константин Малышев, ПР чăвашсен Канашĕн хисеплĕ ертÿçи Людмила Мурманская, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Оксана Федорова, Пишпÿлекри чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн председатĕлĕ Иван Павлов, Ермеккей районĕнчи чăваш культура обществин ертÿçи Александр Никифоров, Куюргазă районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Игнатьева, Кармаскалă тăрăхĕнчи чăвашсен ятĕнчен Татьяна Козлова, Филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Лира Афанасьева (Çтерлĕ хули).
Паллах, мероприяти хаçатăн кун-çулĕшĕн чунтан пăшăрханакан чăваш чунлă спонсорсемсĕр те иртеймĕччĕ. Вĕсем çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче те пире яланах хастар пулăшаççĕ. Вăхăт тупса хаçата юбилейпе саламлама килнĕ Пишпÿлек районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăх пуçлăхне Александр Тихонова, «Родник» Агрофирма директорне Сергей Михайлова, «Урожай» ООО директорне Юрий Иванова, Ермеккей тăрăхĕнчи хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçине Виталий Николаева, Авăркас тăрăхĕнчи «Мичурина» ООО директорне Александр Александрова, «Дружба» СПК председательне Зилавир Максютова, ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн депутатне, Чекмагуш тăрăхĕнчи «Базы» СПК ертÿçине Вадим Соколова, Мияки районĕнчи «Нива» СПК председательне Александр Петрова, Пелепей хулинчи «Матвеевич» ООО директорне Владимир Яковлева, «Ремдизель» ООО ертÿçине Геннадий Кузнецова, «ВЕСТ» ООО директорне Сергей Иванова, «Светлана» ООО пуçлăхне Владимир Дмитриева чунтан тав тăватпăр.
«Урал сассин» сумлă юбилейне уяв сĕмĕ кĕртме «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи «Илем» халăх ансамблĕ (ертÿçи – Нина Никитина), пултарулăх ушкăнĕсем, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентин Николаев юрăç-композитор (Ишимбай районĕ), Ермеккей районĕнчи «Тантăшсем» юрă ушкăнĕ (ертÿçи - Зоя Колесникова), Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи факультечĕн студенчĕсем Ольга Никитинапа Константин Петров пулăшрĕç. Уяв каçне ертсе пынă «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн директорĕн çумне Марина Денисова чăваш хастарне уйрăм тав сăмахĕ калатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.
Елена Петрован сăн ÿкерчĕкĕсем