Пур хыпар та
Усăллă çулçÿрев
26 Ноябрӗн 2018, 14:20

Чăвашсен Меккинче

Эпĕ. Манăн çемье. Манăн çурт, унăн картишĕ. Манăн урам. Эпĕ çÿрекен ача сачĕ, унăн картишĕ ... Çапла ÿссе пырать ачан тавра курăмĕ.

Чи малтан ача сачĕн картишĕнче ÿсекен чечексем, пахча çимĕç, йывăçсем кăсăклантараççĕ ачана, тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, кайăксем хăнана килеççĕ ун патне.
Çапла пуçланать ачана тăван енпе, тăван тавралăхпа паллаштарасси. Ача ÿссе пынăçем тăван тавралăха сăнасси, çак енĕпе пĕлĕве ÿстересси те анлăланса пырать. Ача садĕнчен вăл хулана, района тухать, хамăр республикăпа тĕплĕнрех паллашать.
Çак ĕçе, паллах, воспитатель йĕркелесе пырать. Вăл кашни ачарах ыррине курса, унăн шухăш-кăмăлне, чунне ăнланса ачана малалла аталанма пулăшса пырать, хăйĕн ĕçĕнче тĕрлĕ меслетпе усă курать. Ытларах пĕлес, пĕлĕве ачасем патне илсе çитерес тесе тăрăшать. Апла пулсан, унăн хăйĕн те нумай пĕлмелле, таçта та çитсе курмалла.
Пелепей хулинчи 1№ «Айгуль» ача сачĕн воспитателĕсем хăйсен ĕçĕнче тĕрлĕ çĕнĕлĕхсемпе усă кураççĕ: çулçÿрев маршручĕсем йĕркелеççĕ, выставкăсемпе музейсене, хамăр тăрăхри паллă вырăнсене çитсе кураççĕ. Акă нумаях пулмасть Слакпуç ялĕнче пулчĕç. Икĕ чăваш литература классикĕн ялĕ яланхи пекех хăнасене тарават кĕтсе илчĕ.
Малтан воспитательсем тĕнчипе паллă вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн К.В.Ивановăн, унтан чăваш халăх поэчĕн Я.Г.Ухсайăн музей-çуртĕнче пулчĕç. Ăш пиллĕ Алевтина Юрьевна Жилкина экскурсовод чăваш халăхĕн икĕ пултаруллă ывăлĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Музейсенчи пуян этнографи материалĕсем, сăн ÿкерчĕксем, архив докуменчĕсем, К.В.Иванов хăй аллипе ăсталанă япаласем чăннипех те чуна тыткăнларĕç. «Айгуль» ача сачĕн воспитателĕсем аслă поэтăмăрсен вил тăприйĕсен умĕнче пуç тайрĕç, Кĕсле ту çинчен тавралăха пăхса киленчĕç, çăлкуç патне çитсе чуна уçăлтаракан шыва тутанса пăхмасăр та пултараймарĕç.
Таймапуç сире, слакпуçсем. «Айгуль» ача садне çÿрекен ачасене кĕтсе тăрăр. Часах эпир килсе çитĕпĕр!
Марина КУЛЯКОВА,
«Айгуль» ача сачĕн воспитателĕ.
Пелепей хули.