Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
22 Октябрӗн 2018, 16:14

Ватлăх çулĕсене чыс та хисеп

Эрехĕрри ялĕнче «Ылтăн çул» ветерансен тĕлпулăвĕ иртнĕ. Мероприятинче ялти шкул ачисем юрăсем юрланă‚ сăвăсем каланă. Тĕлпулăва хутшăнакансене уяв ертÿçи С.Н.Яковлева вулавăш ĕçченĕ ăшă та ырă сăмахсемпе саламланă.

Пултарулăх ăстисем - Эрехĕрринчи «Илем» халăх фольклор ансамблĕ, Станислав Андриянов сăвăç-юрăç‚ Уйăлкари «Çăлкуç» чăваш юррисен халăх ансамблĕ‚ Енкрел ялĕнчи Алена Дмитриева тата Кăратмас ялĕнче пурăнакан Полина Николаева пухăннисене саламласа юрă-кĕвĕ парнеленĕ. Мероприяти программи килнĕ çынсене сĕтел хушшинче хăналанипе тата туслă лару-тăрура калаçса ларнипе вĕçленнĕ.
***
Çакăн евĕр уявсем тĕрлĕ çĕрте иртнĕ. Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче Ваттисен кунне мĕнле уявланине пире «Урал сасси» хаçат вулаканĕ Нина Ивановна Семенова çырса пĕлтерчĕ.
«Хаклă хăнасем пĕр çын пек кăнтăрла‚ кантурăн кану пÿлĕмне пуçтарăнчĕç. Пурте вырнаçсан, уява пухăннă хисеплĕ ватăсене ял Канаш администрацин пуçлăхĕ В.А. Петров, Пишпÿлек район пульницин тĕп врачĕ А.М.Павлов депутат саламларĕç.
Мероприятие йĕркелесе ертсе пыраканĕ тин çеç ялти ветерансен Канашĕн председательне суйланă А.Г. Женжуров пулчĕ. Ялти клуб ĕçченĕсемпе пултарулăх ушкăнĕн артисчĕсем ваттисене парне туса концерт программи хатĕрленĕ. Ирина Емельянова аккомпаниатор хавхалантарнипе Ольга Федоровапа Галина Осипова‚ Светлана Ивановапа Ирина Андреева юрăсем шăрантарчĕç. Куракансем те вĕсемпе пĕрле юрларĕç‚ савăнчĕç. Пур хăнасене те çирĕп сывлăх‚ юрату‚ телей сунсах ăсатрĕç,» - тет хисеплĕ ватă.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: