Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
3 Декабрӗн 2018, 14:02

Анне кунĕ: Чуйăнчă-Николаевкăра çыравçăпа тĕл пулчĕç,

Уяв умĕнхи эрне кун ял шкулĕнчи акт залĕ кăнтăрлахи апат хыççăн вĕренекенсемпе тата амăшĕсемпе лăк! тулчĕ.

Ачасем çинчи шурă тум йышлă акăшсен килĕшÿллĕ хÿхĕм ушкăнне аса илтерчĕ. Акă вĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине карталанса тухаççĕ, амăшĕсен ячĕпе хатĕрленĕ концерт программипе паллаштарма васкаççĕ. Пултарулăх номерĕсем хайнеевĕр, анчах вĕсем пурте хаклă та юратнă çын - анне - сăнарĕпе çыхăннă. Кашни класăн юрă-ташă ăсталăхĕ пысăк хака тивĕç. Çавна пулах залри халăх вĕсене алă çупса хавхалантарма ÿркенмерĕ. Çакă çамрăк артистсене сцена çинче хăйсене хăюллă та шанчăклă тытма май пачĕ. Мана тăваттăмĕш класра вĕренекенсемшĕн уйрăмах тăвăллăн алă çупнăн туйăнчĕ.
Пухăннисене уяв ячĕпе шкул директорĕ Светлана Петрова, районти чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сергеева вĕрентекен саламларĕç, пурнăçра ырлăх-сывлăх сунса аннесене хаклама, упрама сĕнчĕç. Эпир пурте вĕсен умĕнче яланах парăмра пулнине асра тытма ыйтрĕç.
Уяв программине Пелепей хулинчен килсе çитнĕ Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă пуянлатрĕ. Ачасемпе аслисемшĕн çакă кĕтмен парне вырăннех пулчĕ. Рудольф Матвеевич хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, пурнăç çулĕн паллăрах тапхăрĕсем, кулленхи киленĕвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Сăмах ăсти пулла çÿреме кăмăллать иккен, çавна пула хайлавĕсем те çав енне сулăннисем чылай. Унсăр пуçне документаллă пысăк ĕçсем çырать, сăвăсем шăрçалать. Сăвăсем тенĕрен, автор вĕсене вуламасăр иртсе каяймарĕ. Çакăн хыççăн залра ларакансен хушшинче ыйтусем те çуралчĕç. Вĕсем çине Пелепей хăни тулли те тивĕçтермелле хурав пама тăрăшрĕ. Мероприяти вĕçĕнче вĕренекенсем ыйтнипе сăн ÿкерчĕксем турĕç, çапла майпа иртнĕ куна истори кĕнекине кĕртсе хăварчĕç.
Аннесене халалланă уявăн тепĕр пайĕ çак çуртрах вырнăçнă «Хĕвел» ача садĕнчи шăпăрлансем патĕнче кăшт каярах иртрĕ. Вăл та аннесемпе пĕчĕк чунсен чĕрисенче тарăн йĕр хаварчĕ, çутă та таса туйăмсем çуратрĕ.
Юрий СНЕГОПАД. Давлекан районĕ.
Читайте нас: