Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
3 Декабрӗн 2018, 14:10

Ăхпуçĕнче тутлă кукăльпе сăйларĕç,

Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Ăхпуç ял вулавăшне Анне кунне чысласа ирттерме чылайăн пухăнтăмăр.

Ял хĕрарăмĕсем уява илем кÿрес тесе тăрăшрĕç‚ вĕсем хитререн те хитре‚ тутлăран та тутлă кукăльсем пĕçерсе килчĕç. Мероприятие йĕркелекенсем вĕсене пурне те тивĕçлĕ парнесем парса чысларĕç. Илемлĕ те савăнăçлă уявра чуна пырса тивмелли хитре сăвă-юрăсем янрарĕç.
Пире‚ куракансене‚ кашни мероприятинче хамăр ял хĕрĕ‚ кÿршĕ паççулккара фельдшер пулса ĕçлекен талантлă И. Семенова савăнтарать. Вăл çепĕç сассипе юрăсем шăрантарать‚ сăвăсене илемлĕ вулать. Çавăн пекех паянхи уявра уçă та хитре саслă Л. Еремеева юрлакан юрăсене итлесе килентĕмĕр. Вăл мĕн тери илемлĕ юрланине унăн пултарулăхĕпе паллашнă çын çеç хак пама пултарать. Л.Еремеева çак кунсенче хамăр районта иртнĕ икĕ уява питĕ пуçаруллă хутшăнчĕ (Пăслăк ялĕнчи «Кĕр сăри» тата Михайловкăри «Халăх артисчĕ» мероприятисенче).
Г.Ермолаева‚ Н.Петрова‚ В.П.Павлова‚ Л.Тульцева‚ Н.Живитько‚ Т.Николаева хастарсем кашни праçнике хутшăнаççĕ. Асăннă мероприятие пухăннă май «Кĕр сăри» уявĕнче Ăхпуç ял вулавăшĕ ятĕнчен апат-çимӗç сĕтелне пуян хатĕрленĕ Г.Ермолаевăпа Л.Еремеевăна пĕчĕк парнесем парса тав турăмăр. Çак тăрăшуллă хĕрарăмсем ялти мероприятисене ирттернĕ чух ялан пĕтĕм чунтан пулăшаççĕ. Ăхпуç ял хĕрарăмĕсене тепĕр хут чĕререн тав тăватăп.
Лия ДМИТРИЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.
Читайте нас: