Пуçтарăннисем хăйсен амăшĕсем çинчен чӗрене пырса тивмелле ăшă сăмахсем каларӗç, анне çинчен сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрласа савăнтарчĕç. Ăмăртса вылямалли вăйă та пулчĕ. Ача амăшĕсене пукане чĕркеме сĕнчĕç. Конкурсра ултă ача çуратса ÿстернĕ В.Д.Федорова мала тухрĕ. Вăхăчĕ самаях иртнĕ пулсан та алă хăй пурнăçланă ĕçе манмасть иккен.