Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
26 Нарӑсӑн 2019, 16:53

Вăрçă салтаксен куçĕпе

Совет çарĕсене Афганистан çĕрĕнчен илсе тухнăранпа 30 çул çитнине халалласа Пушкăртстанри А.Г.Николаев ячĕпе хисепленекен Хĕç-пăшаллă вăйсен, саккуна сыхлакан органсен тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвне хутшăннă ветерансен пĕрлĕхĕн Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ уйрăмĕнче чаплă уяв иртрĕ. Мероприятие 100 ытла çын пухăнчĕ. Вĕсен шутĕнче Иглин салинче‚ Чăваш Кăпавĕ ялĕнче пурăнакан Афганистан тата Чечня вăрçисен ветеранĕсем‚ пĕр ял çыннисем пулчĕç.

Çĕршывăн историне асра тытса йĕркеленĕ мероприятинче ĕнерхи салтаксем‚ Чăваш Кăпавĕ ял Канаш администраци пуçлăхĕ М.С.Мурзадеров‚ А.Г.Николаев ячĕпе хисепленекен ветерансен союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Н.Ю.Исаев тата çак йĕркесен авторĕ тухса калаçрĕç. Савăнăçлă та асаилÿ уявне Пушкăртстанри туркмен халăх культура центрĕн ертÿçи‚ ПР чăваш культура обществин çывăх юлташĕ Сапармурат Шанглиев хутшăнчĕ. Вăл та пухăннисем умĕнче тухса сăмах каларĕ.
Ĕпхÿ хулинчен килнĕ А.Г.Николаев ячĕпе хисепленекен ветерансен союзĕн председателĕ М.А.Патраев (ăна пурте командир тесе чĕнеççĕ - авт.) тата унăн çумĕ Л.П.Михайлов (штаб начальникĕ) ĕнерхи çар çыннисемпе Афганистан вăрçин паттăрĕсене‚ Сергей Корнилаева‚ Семен Семенова‚ Николай Матвеева‚ наградăсем парса чысларĕç. Мероприятие хутшăнакансен ытларах пайĕ çар тата комуфляж формисене тăхăннăччĕ‚ çавăнпа та уяв вăхăтĕнчи зал çар залне аса илтерчĕ.
Чаплă пулăма халалласа йĕркеленĕ концерт чуна пырса тиврĕ, кăмăла çĕклерĕ, кашнин чĕринче çар мăнаçлăхĕн туйăмне çуратрĕ. Уяв ячĕпе йĕркеленĕ репертуарти номерсем пĕр пекрех пулни палăрчĕ.
Пĕр енчен пăхсан, мероприятие чăваш сĕмĕ илем кÿчĕ. Чăваш Кăпавĕ ялĕнчи культура çурчĕн В.С.Антонов концертмейстерĕ ертсе пынипе «Пилеш» чăваш халăх ансамблĕ лирика юррисене тата Вячеслав Иванов патриотла юрăсем шăрантарчĕç. Тепĕр енчен - авторла тата салтак юррисем чĕрене тыткăна илчĕç. Тахăш самантра залри лару-тăру улшăнчĕ: пулăмсем Афганистан тăвĕсем хушшинчи çар подразделенине куçрĕç тейĕн. Пухăннисене Сергей Казанцевăн‚ Максим Михайловăн (вăл Чечен Республикинчи Ханкалара çапăçнă. Хĕрÿ çапăçусем хыççăн сывлăхĕ начарланнă‚ халĕ çавна пула ĕçлеймест) «Дембеля» тата авторла юррисем чуна пырса тиврĕç. М.Михайлов «Тавтапуç сире» (Афганистанри пулăмсем çинчен)‚ «Киле çыру»‚ «Салам йăмăкăм» (Чеченри пулăмсем çинчен) хăй çырнă юрăсене шăрантарчĕ. Вăл юррисене гитарăпа выляса юрланă вăхăтра залра пухăннă хĕрарăмсен куçĕсем шывланчĕç.
Залра ларакан комуфляж тăхăннă хитре те патвар каччăсем çине пăхсан нумайăшĕсен чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ. Чăваш халăхĕ хушшинче те чăн-чăн салтак-патриотсем‚ кирек хăш вăхăтра та Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр паттăрсем пурри савăнтарчĕ.
Совет çарĕсене Афганистан çĕрĕнчен илсе тухнăранпа 30 çул çитнине халалласа ялти паркра митинг иртрĕ. Вăрçăсенче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умĕнче чĕрĕ чечексем хутăмăр. Митинга ĕнерхи салтаксем‚ Чăваш Кăпавĕнче тата çывăх ялсенче пурăнакансем хутшăнчĕç.
Раççейри ырă йăлана пурнăçа кĕртсе‚ мероприяти вĕçĕнче А.Г.Николаев ячĕпе хисепленекен союзăн Чăваш Кăпавĕ уйрăмĕнчи ветерансен пĕрлĕхĕн председателĕ Н.Ю.Исаев çарти ĕçтешĕсене кафере каçхи апатпа сăйларĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ‚
ПР чăваш культура обществин председателĕ.
Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.
Читайте нас: