Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
7 Майӑн 2019, 13:02

«Çÿллĕ çăлтăр çути»

Слакпуç шкулĕнче кашни çулах Чăваш чĕлхи кунне халалласа чăваш чĕлхи эрни иртет.

Кăçалхи уяв «Иртнине пĕлмен халăхăн малашлăхĕ çук» девизпа йĕркеленчĕ. Мероприятие чăваш чĕлхипе литература учителĕ М.М.Трофимова йĕркелесе ирттерчĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен «Çÿллĕ çăлтăр çути» ятлă фильм пăхрĕç. Уявра ачасем сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç, чăваш халăх вăййисене вылярĕç. Уйрăмах яланхи артистсене - Светлана Трофимовапа Мария Васильевана, Карина Павловапа Елизавета Павлована, Татьяна Жилкинăна - пысăк тав сăмахĕ каламалла. 5-8 классенче вĕренекенсем вăйă юррисем юрларĕç, чăваш ташшисем ташларĕç. 1-4 класс ачисем Чăваш чĕлхи кунне халалланă ÿкерчĕксен выставкине йĕркелерĕç.
Унсăр пуçне çакна та палăртса хăварас килет: республикăри чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче пĕрремĕш тата парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илнĕшĕн М.М.Трофимовапа унăн вĕренекенĕсем Светлана Трофимовапа Виталий Петров укçан премие тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене чысласси апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пелепей хулинчи тĕп культура çуртĕнче иртнĕ. Учительсен коллективĕ вĕсене çак ятпа хĕрÿллĕн саламлать.
Ирина НИКОЛАЕВА, вĕрентекен.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.
Читайте нас: