Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
7 Майӑн 2019, 12:48

Павловкăра чăваш чĕлхине хисеплеме вĕренсе ÿсеççĕ

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче Павловкăри «Теремок» ача садĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявларĕç.

1992 çулта йышăннă уява чăваш алфавитне пуçарса янă Иван Яковлевич Яковлева халалланă. Ял библиотекарĕ Н.В.Алексеева, Н.Е.Григорьева, Г.Ф.Амекачева, Ф.В.Семенова воспитательсен пуçарăвĕпе ачасем чăваш костюмĕсемпе паллашрĕç, тăван чĕлхепе сăвăсем вуларĕç, наци вăййисем вылярĕç, ташăсем ташларĕç.
Пирĕн ача садĕнче пушкăрт тата чăваш ушкăнĕсем пур. Кашни ушкăнра тăван чĕлхе сасси янăрать. Анчах çултан çул ачасемпе вырăсла калаçма тивет. Ачасен калаçу лексикине пуянлатас, хамăр культурăна хисеплеме вĕрентес шутпа кун йышши уявсене час-часах ирттерме тăрăшатпăр.
Фаина СЕМЕНОВА, аслă воспитатель.
Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ.
Читайте нас: