Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
9 Октябрӗн 2019, 12:57

«Ылтăн çулсене чыслатпăр»

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче шăпах пирĕн чи сумлă та хаклă çыннăмăрсене хисеплесе кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне паллă тăваççĕ. Юмаш ялĕнчи модельлĕ вулавăшпа культура çурчĕн ĕçченĕсем тивĕçлĕ канăва тухнисене халалласа «Ылтăн çула чыслатпăр» литературăпа музыка уявне ирттерчĕç.

Унта пыма кăмăл тунисене Чекмагуш районĕнчи администраци пуçлăхĕн кадр тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ С.Ф.Шакирова‚ Юмашри ял Канаш пуçлăхĕ Р.Х.Салимгареева тата ветерансен канашĕн председателĕ В.И.Захаров ăшă та чуна çывăх, ырă сăмахсемпе саламласа канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, çемье ăшши сунчĕç.
Çак уявра асатте-асаннесене ачасен «Хĕвел» ташă ушкăнĕ (ертÿçи – В.В.Михайлова) савăнтарчĕ. Унтан ялти «Çеçпĕл» вокал ушкăнĕ пухăннисене юрă-ташă номерĕсем парнелерĕ. А.У.Салаховапа А.Р.Арсланова юрланă юрăсем кашнин чунне тыткăна илчĕç пулмалла. Вĕсемпе пĕрле ваттисем те çепĕç юрăсем шăрантарчĕç. Аслă ăру çыннисем çак кун питĕ нумай ырă сăмахсем илтрĕç‚ пĕр-пĕринпе те чунтан савăнса сăмах вакларĕç. Çулĕсемпе ватă та чунĕсемпе çамрăк ватăсем кăсăк вăйăсемпе конкурссене‚ викторинăсене хастар хутшăнчĕç‚ ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç‚ уяв сĕтелĕ хушшинче хаваслă такмаксем каларĕç. Пурте кăмăлтан савăнчĕç. Çавăн пекех культура çуртĕнчи фойере Ю.П. Захарован ал ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕччĕ. Унпа паллашма кăмăл тăвакансем те пулчĕç. Сумлă та хаклă çыннăмăрсем чейпе сăйланнă хыççăн ырă туйăмсемпе килĕсене саланчĕç.
Альбина САЙДЯКОВА‚
библиотекарь.
Чекмагуш районĕ‚
Юмаш ялĕ.
Читайте нас: