Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
9 Октябрӗн 2019, 13:00

Ырлăхпа хисеп кунĕ

Кĕрхи календарьте ăрасна‚ чĕре виçесĕр пысăк тав туйăмĕпе тулакан кун пур. Аслă ăрури çынсене тав сăмахĕсем калас‚ вĕсене тата та тимлĕрех пăхас килет. Çак кун вăл – октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ‚ Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ. Ахальтен ăна кĕркунне паллă тумаççĕ. Çав вăхăтра çулçă тăкăнать‚ çут çанталăк шăплăх илемĕпе тулать‚ ăс-хакăлпа çитĕнсе çитнине çирĕплетекен шухăш туртăмĕ палăрать.

Пирĕн тăнлă-пуçлă та «питĕ аслă» çынсемшĕн вăл уяв кăна мар. Çак кун вĕсем пĕр-пĕринпе кăмăл туличчен калаçма тата канма пултараççĕ. Ялти культура çурчĕпе библиотека ĕçченĕсем аслă ăру çыннисене «Пурнăçри кĕр кунĕсем ăшă пулччăр» ятлă тĕлпулăва пухрĕç.
Хисеплĕ ветерансемпе пенсионерсене Тÿртÿллĕ ял Канашĕн пуçлăхĕ Л.Н.Гибатова‚ ветерансен канашĕн председателĕ И.Н.Андреева вăрăм кун-çул сунса ăшшăн саламларĕç‚ йывăрлăхсене чăтса ирттернĕшĕн тата пуласлăхшăн тăрăшнăшăн тав турĕç.
Мероприятие аслисен «Асамат кĕперĕ» тата ачасен «Шевле» вокал ушкăнсен номерĕсем‚ К.Тихонован акробатика ташши‚ культура çурчĕн ĕçченĕсен Г.А.Михайловпа З.П.Георгиева шăрантарнă юррисем илем кÿчĕç.
Аслă ăрусен кунне халалланă пуян та анлă‚ пултаруллă программа кашнин кăмăлне кайрĕ. Сумлă ватăсем вырăс халăх юррисене юрларĕç‚ артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Унтан вĕсем иртнĕ пурнăçа аса илчĕç‚ паянхи çинчен сăмах вакларĕç‚ «пенси çулĕсенче пурнăç тин тытăнать» каларăшпа килĕшсе пуласлăх çинчен ĕмĕтленчĕç.
Пĕтĕмĕшле мероприяти савăнăçлă та ăшă, кăмăллă лару-тăрура иртрĕ.
Программа вĕçленсен йĕркелÿçĕсем сумлă ватăсене уяв сĕтелĕ хушшине йыхравларĕç. Вĕри те техĕмлĕ чей‚ пылак кучченеçсем лару-тăрăва тата та ăшăтрĕç. Хăнасем чей ĕçрĕç‚ баян сассипе чуна пырса тивекен кăмăллă юрăсем вăрахчен шăранчĕç. Ватă çынсен сăн-питĕнче пурнăç малалла тăсăлнине палăртакан пĕчĕк савăнăç палăрчĕ.
Разифа НИКИФОРОВА‚
модельлĕ вулавăш ĕçченĕ.
Шаран районĕ‚ Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас: