Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
15 Мартӑн 2022, 10:32

Çурхи «Икĕ çăлтăр»

Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне наумьелсем хĕрарăмсене «Икĕ çăлтăр» концерт парнелерĕç. Çакăн йышши мероприяти Наумьел ялĕнчи культура çуртĕнче кăна мар, районта та пирвайхи хут иртрĕ.

Çурхи «Икĕ çăлтăр»
Çурхи «Икĕ çăлтăр»

Мăшăрсем - упăшкисемпе арăмĕсем, ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем, аппăшĕсем, тус-тантăшсем - куракансене илемлĕ те илĕртÿллĕ юрă-ташăсемпе тыткăнларĕç. Залра ларакансем кашни мăшăра тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Этемлĕхĕн чи илемлĕ пайне Балыклыкуль ял Канаш пуçлăхĕ Любовь Александрова чи çепĕç те ачаш уяв ячĕпе саламларĕ. «Бухарин Андрей Борисович» хресченпе фермер хуçалăх ертÿçи çулсерен хĕрарăмсене тюльпансем парса саламлать. Кăçал та çак йăла манăçа тухмарĕ. Уявăн тĕп хăнисем килĕсене чечексемпе, лайăх кăмăлпа таврăнса кайрĕç.
Анатолий МАТВЕЕВ, культура çурчĕн ĕçченĕ.
Авăркас районĕ, Наумьел ялĕ.

Çурхи «Икĕ çăлтăр»
Çурхи «Икĕ çăлтăр»
Çурхи «Икĕ çăлтăр»
Çурхи «Икĕ çăлтăр»
Çурхи «Икĕ çăлтăр»
Çурхи «Икĕ çăлтăр»
Çурхи «Икĕ çăлтăр»
Çурхи «Икĕ çăлтăр»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: