Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
29 Мартӑн 2022, 11:35

Телей кунĕ – чи çутă та ырă уяв

Çак куна халалласа Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче «Хăвна валли телей ил» акци иртнĕ.

Телей кунĕ – чи çутă та ырă уяв
Телей кунĕ – чи çутă та ырă уяв

Культура ĕçченĕ Алина Степанова телейлĕ çынсем пирки калаçу ирттернĕ. Вĕсем питĕ ырă кăмăллă, ыттисене шеллеме, юратма пĕлекен, кирек кама та яланах пулăшма хатĕр çынсем пулнине палăртнă.
Программа вăхăтĕнче «Çăлкуç» халăх ансамблĕн пайташĕсене те сăмах панă. Вĕсем пурте вăрçăсăр тата сывлăхлă пурнăç пирки, ачасем яланах кулччăр, юнашар туссем, юратнă çынсем пулччăр, пирĕн пурнăç ĕмĕрех ăнса пытăр тесе ĕмĕтленеççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: