Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
31 Майӑн 2022, 12:14

Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Слакпуç ялĕнче К.Иванов ячĕллĕ паркра «Поэт кунĕ» уяв иртрĕ. Ăна мероприятие йĕркелекенсем вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ çуралнăранпа 132 çул çитнине халалланă.

Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ

Яланхи пекех аякран тата çывăхран килнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа тата чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн поэтăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе кăсăкланакансемпе музей комплексĕн ертÿçи Ольга Андреева экскурси ирттерчĕ. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа пухăннă хăнасем поэтăн вилтăпри çине çитсе чĕрĕ чечексем хучĕç, Нарспи çăлкуçĕнче техĕмлĕ шыв ĕçрĕç, кунтах кĕçĕн класра вĕренекенсем хатĕрленĕ литературăпа кĕвĕ композицине хак пачĕç, хăйсем те поэма сыпăкĕсене вуларĕç.
Каярах пурте чăваш литература классикĕн паркне куçрĕç. Кунта Пелепей тăрăхĕнчи тата Ермеккейпе Мияки районĕсенчи хăй пултарулăх ансамблĕсен хастарĕсен концерчĕ иртрĕ. Кайăксен илемлĕ юррипе тулнă паркри мероприятие вырăнти «Силпи» ушкăн уçрĕ. Пухăннисене Слакпуç ял Канаш пуçлăхĕ Дмитрий Андреев, Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев саламларĕç, уява килнисене инçе çула кĕскетме мехел çитернĕшĕн тав турĕç.
Сцена çине черетпе Эрехĕрринчи, Тимешри, Пелепейĕнчи тата Эрĕнпур облаçĕнчи Грачевка районĕнчи Тури Игнашкино (Верхнеигнашкино) ялĕнчи чăваш халăх ансамблĕ ята тивĕçнĕ «Илем», «Çăлкуç», «Илем», «Нарспи» ушкăнсем тухрĕç. Çавăн пекех Ярмулайпа Кивĕ Сименккери «Пилешпе» «Юлташсем», «Тантăш» тата Тури Игнашкинăри «Шурăмпуç» ачасен ансамблĕсем чапа тухнă ушкăнсенчен нимпе те кая мар савăнтарчĕç, пурте «Поэт кунĕ» уявăн дипломĕсене тивĕçрĕç. Вĕсен пултарулăхĕпе паллашнă май куракансем тăвăллăн алă çупрĕç, юрлама-ташлама кăмăл тăвакансем те тупăнчĕç. Çак кун Константин Ивановăн паркĕ кĕрлерĕ те, шавларĕ те.
Тепĕр самант çинче те чарăнса тăмалла, мероприяти вăхăтĕнче Слакпуçĕнчи музей комплексĕ йĕркеленипе иртнĕ «Хавхалану тăрăхĕ» («Край вдохновения») интернет-конкурс çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Вĕсене Пелепейĕнчи краеведени музейĕн ертÿçи Ольга Ивлева саламласа чысларĕ.
Уяв вĕçленчĕ, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа хавхалану хăнасен те, хуçасен те чылайччен сÿнмĕ. Кĕçтенттин Иванов пире çитес çул та пуçтарĕ. Кун пирки иккĕленме кирлĕ мар, самани кăна лăпкă тăтăр. Хуçасем пирки калас пулсан, кăçал вĕсем мероприятие хатĕрленес тапхăрта пуçаруллăрах та çаврăнуçăллăрах пулни сисĕнет. Çĕнĕ шухăш-ĕмĕтсем çурални те курăнать. Çакăншăн вĕсене пысăк тав.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Вăл пире çитес çул та пуçтарĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: