Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
18 Октябрӗн 2022, 11:30

Сергей Аксаков уявĕнчи асра юлмалли тĕлпулу

Нумаях пулмасть республикăри районĕсенче, Ĕпхÿпе Пелепей хулисенче XXXII Пĕтĕм тĕнчери Аксаков уявне халалласа пысăк мероприятисем иртрĕç. Кăçал Пушкăртстан Республикинче Аксаков фончĕ йĕркеленнĕренпе 30 çул çитрĕ.

Сергей Аксаков уявĕнчи асра юлмалли тĕлпулу
Сергей Аксаков уявĕнчи асра юлмалли тĕлпулу

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Пушкăртстан Республикинче сентябрь уйăхĕнче иртекен Аксаков кунĕсене вырăс культурин тата вырăс наци уявĕ тесе йышăннă. Апла пулин те вырăс писательне республикăра пурăнакан ытти халăхсем те сума сăваççĕ. Мĕншĕн тесен Сергей Тимофеевич Аксаков пирĕн ентешĕмĕр, эпир унпа чăннипех мăнаçланатпăр. Ĕпхÿ районĕнчи Зубово ялĕнче çыравçăн кукашшĕн Николай Семенович Зубовăн именийĕ пулнă. Пелепей тăрăхĕнчи Надеждино ялĕнче писателĕн ачалăх çулĕсем иртнĕ.
Пушкăртстанра культура тата истори еткерĕн чылай объекчĕ С.Т. Аксаков ятне тивĕçнĕ. 2002 çулта Пелепей районĕнчи Надеждино ялĕнче «Надеждино ялĕ» историпе культура центрне йĕркеленĕ. Унăн никĕсĕнче Дмитриевский чиркÿ тата писатель çурчĕ (шăпах унта Аксаковсен çемйин музейĕ) уçнă. Ĕпхÿ хулинче 11№ шкул-гимнази Аксаков ячĕпе хисепленет. Унсăр пуçне республикăн тĕп хулинче Мемориаллă çурт-музей уçăлнă, Пушкин урамĕнче писатель палăкне вырнаçтарнă. Хулан истори пĕлтерĕшлĕ пайне илем кÿрекен Пушкăрт оперăпа балет театрĕ Аксаков Халăх çурчĕ шутланать, ăна сăмах ăсти хăпартнă.
Кармаскалă районĕнчи Кивĕ Киишки ялĕнчи, кунта та çыравçăн ачалăхĕ иртнĕ, шкула та С.Т. Аксаков ятне панă, ăна хăйсен тăванне хисепленĕ пек хисеплеççĕ. Писатель çак ялăн историне «Детские годы Багрова-внука» тата «Охотничья Трилогия» кĕнекесенче çырса кăтартнă.
Пирĕншĕн тĕп хулари С.Т. Аксаков ячĕллĕ культура тата кану паркĕнче çулсерен регионсем хушшинче «Салам» чăваш юрри-ташшисен фестивальне ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
С.Т. Аксаков ячĕпе çыхăннă пулăмсене Пушкăртстан Республикин Правительстви пысăк тимлĕх уйăрать. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Аксаков фончĕ 30 çул тултарнине паллă тăвас енĕпе кирлĕ указ кăларчĕ. Фонд пайташĕсен тата Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен, ытти регионсенчен килнĕ хăнасен списокĕпе паллашнă май унăн вăй-хăвачĕ пысăк пулнине ăнланса илме пулать. Фонд хăнисем хăйсен самолечĕсемпе Ĕпхĕве вĕçсе килчĕç. Пирĕн, чăвашсен, вырăс çыннисенчен фондсемпе обществăлла организацисем йĕркелеме вĕренмелли çеç тăрса юлать.
Аксаков уявне халалланă каç Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Чаплă мероприятие ПР культура министрĕ Амина Шафикова, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕн çумĕ Рустам Ишмухаметов, «Русский дом» журналăн тĕп редакторĕ Александр Крутов, Ĕпхÿ хула округ пуçлăхĕ, хула округĕн Канашĕн председателĕ Марат Васиков хутшăнчĕç.
Аксаков уявне ирттерес умĕн Ĕпхÿ хула округ Канашĕ наука тата пултарулăх ĕçĕсен конкурсне йĕркелерĕ. Унта хутшăнакансем С.Т. Аксаков ячĕллĕ премишĕн кĕрешрĕç. Уяв каçĕнче конкурс çĕнтерÿçисене, аслă шкулсемпе колледжсенче вĕренекен 18 студента, чысларĕç.
Аксаков фончĕ 30 çул тултарнине халалласа унăн тăватă попечителĕ Григорий Аксаков орденне илме тивĕçрĕç. Çав шутра – «Дорремстройтрест» ООО тĕп директорĕ Вячеслав Аброщенко, «Транснефть – Урал» АО тĕп директорĕ Роман Ковалев, Челябинск облаçĕнчи Катав-Ивановский приборсем тăвакан заводăн тĕп директорĕ Динар Сагдетдинов.
Пысăк наградăна тивĕçнисен хушшинче Раççей шайĕнчи чăваш общество деятелĕ, «Ютейр» авиакомпанин регионти директорĕ, паллă çар тата полярник летчикĕ, запасри генерал-лейтенант Николай Федорович Гаврилов Раççей Геройĕ пулни кăмăла çĕклет. Вăл 2010 тата 2012 çулсенче Франц-Иосиф çĕрĕ çине шырав экспедицийĕсем йĕркелекенсенчен пĕри шутланать. 2007 çулта Н.Ф. Гаврилов 53-мĕш пысăк анлăлăх экспедици йышĕнче пулнă май Раççей историйĕнче пирвайхи хут Антарктидăн кăнтăр полюсĕнче полярниксемпе вертолет лартнă.
Пушкăртстанри чăваш обществисем Аксаков уявĕнче Н.Ф. Гавриловпа çулсерен тĕл пуласси йăлана кĕчĕ. Унчченхи çулсенче çакăн йышши тĕлпулусене Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнчи «Весна» агрофирма директорĕ Г.В. Семенов, Ĕпхÿ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ В.Ф. Иванов йĕркелетчĕç. Вĕсенче Ирĕклĕ кĕрешÿ шкулне йĕркелессине, Федераллă шайри наципе культура автономипе тачă çыхăнса ĕçлессине сÿтсе явнă. ПР чăваш культура обществипе йĕркеленĕ тĕлпулура А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе (вăл ПР Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен комитечĕн тытăмĕнче ĕçлет) çыхăннă ыйтусене пăхса тухрăмăр. Калаçăва комитет председателĕ Светлана Аркадьевна Долженко хутшăнчĕ.
Николай Федорович уçă кăмăллă, калаçма юратакан çын пулнине палăртса хăвармалла. Çакна унпа тĕл пулма вăхăт тупса килнĕ юлташĕсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсен хушшинче профессиллĕ çар летчикĕ пулма пулăшнă Валерий Фанисович Кадыров та пурччĕ. Вăл тĕлпулăва хăйĕн мăшăрĕпе Ирина Анатольевнапа килсе çитрĕ. Кадыровсем Ĕпхÿ хулинче пурăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Валерий Фанисович Сызрань хулинчи вĕçев училищинче инструктор пулса ĕçленĕ. Н.Ф. Гаврилов унăн курсанчĕ пулнă.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР чăваш культура обществин
председателĕ.

Сергей Аксаков уявĕнчи асра юлмалли тĕлпулу
Сергей Аксаков уявĕнчи асра юлмалли тĕлпулу
Сергей Аксаков уявĕнчи асра юлмалли тĕлпулу
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: