Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
25 Октябрӗн 2022, 10:25

Вĕренмелли нумай пулчĕ

Октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче пирĕн паллă ентеш Филипп Вуколов-Эрлик çыравçă, фольклорист, композитор тата театр деятелĕ çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Пишпÿлекри тĕп вулавăшра «Хăй çĕрĕн ывăлĕ» конференци иртрĕ.

Вĕренмелли  нумай пулчĕ
Вĕренмелли нумай пулчĕ

Унта эпир те, Мияки тăрăхĕнчи Тимеш тата Çĕнĕ Хурамал ялĕсенчи вулавăш ĕçченĕсем, хутшăнтăмăр. Пишпÿлекри ĕçтешĕмĕрсене çак тĕлĕнмелле мероприятие чĕннĕшĕн чунтан тав тăватпăр. Эсир пире интереслĕ çынсемпе, общество хастарĕсемпе, поэт-писательсемпе тĕл пулма май туса патăр. Литература каçне Пишпÿлек район администрацийĕ хутшăнни, культурăна тимлĕх уйăрни питĕ кăмăллă пулчĕ. Конференцие çÿллĕ шайра, професси тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркеленине те палăртас килет. Мероприятие ертсе пыракан Роза Иванова пурне те тыткăнларĕ, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Марина Яковлева сăвăç вăрçă темипе вуланă сăвви вăрахчен асра юлĕ.
Çавăн пекех Филипп Николаевич Вуколов-Эрликăн «Кăвак хуппи» çĕнĕ кĕнекине туянма май килнишĕн те чунтан савăнатăп.
Вулакан куçĕпе пăхас пулсан, Пишпÿлек çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ пирки хамшăн нумай çĕннине пĕлтĕм. Вулавăш ĕçченĕ пулнă май литература конференцийĕнче ĕçтешĕмĕрсенчен вĕренмелли чылай пулнине палăртмалла. Малашне сирĕн ĕç опычĕпе усă курăпăр, пултаруллă ентешĕмĕрсене тата та ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшăпăр.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА.
Мияки районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: