Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
4 Кӑрлач 2023, 15:00

Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ

«Халăх пуласлăхĕ мĕнлерех килĕ-ши? Камсем халăх ăсĕ те чысĕ пулса тăрĕç-ши?» – тесе пуç çĕмĕрекен нумай. Пуласлăх хумхантарать те пăшăрхантарать. Тарăн шухăша пуçĕпех путнă май чылай чух чăваш малашлăхĕ куç умĕнчех çÿренине асăрхамастпăр та. Чăнлăх вара питĕ ансат: пирĕн малашлăх – ачасем. Вĕсем мĕнле ÿссе çитĕннинчен халăх шăпи те килсе тухать. Ачасемпе ĕçлесси чăвашлăх стратегийĕсенчен пĕри шутланать.

Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ

Пелепей хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ çак стратегие пурнăçа кĕртме тытăннăранпа 10 çул çитрĕ. Унăн ертÿçи ачалăхăн чи ытарлă уявне – Çĕнĕ çула – чăвашлăх сĕмĕ парас ыйтăва çулсерен çул ăнăçлă татса парать. Савăк çунатлă хĕл чĕкеçĕ Пелепей хулине декабрĕн 25-мĕшĕнче вĕçсе килчĕ: «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче юбилейлă Чăваш елки ялкăшрĕ.
Уява тивĕçлĕн ирттерме чăваш хастарĕсем пур вăйран тăрăшрĕç: пĕтĕмĕшле ĕçсене, районти шкулсемпе, килнĕ ачасемпе ĕçлессине, елка тавра ирттерекен конкурссене йĕркелессине, парнесем парассине ятарласа уйăрнă çынсем ертсе пычĕç. Уяв сценарине хатĕрлессине, праçнике пурнăçа кĕртессине Пелепей хулинчи гуманитарипе техника колледжĕн студенчĕсем Юлия Борисовапа (Юр пике) Пелагея Елисеева, «Урал сасси» хаçатăн яваплă секретарĕ Надежда Родионова, автономи председателĕн çумĕ Луиза Федорова, Приютово поселокĕнчи педагог Ирина Герасимова (Тухатмăш), «Уяв» тата «Мерчен» ансамбльсен ертÿçи Валентина Яковлева, Эдуард Егоров сасă операторĕ, Хĕл Мучи рольне вылякан Владимир Яковлев (Пелепей хулипе районĕнчи ЧНКА ертÿçи, вăлах уяв спонсорĕ) хăйсем çине илчĕç.
Чăваш елкине Пелепей хулинчи чăваш тата пушкăрт гимназисенче, Метевпуçпа Ярмулай тата Слакпуç ялĕсенчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине тăрăшса вĕренекенсем, юрă-ташă енĕпе пултаруллисем хутшăчĕç.
– Кунашкал уяв вуннăмĕш хут иртет, – терĕ районти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Вера Алексеева. – Çак елкăна йăлана кĕртсе тăван халăх йăли-йĕркине упрассишĕн, хулапа ял ачисен туслăхне çирĕплетессишĕн нумай тăрăшакан Владимир Матвеевича тав тăватпăр. Капăр тумлă симĕс чăрăш тавра пухăнассине чăваш гимназинче вĕренекен ачасем çулсерен чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Уяв программи хавхалануллă та хаваслă иртрĕ, талантлă ачасен пултарулăхĕпе алă çупса киленсе ларчĕ зал. Пĕрисем Хĕл Мучие кĕтсе илсе ăна сăвăсем каласа савăнтарчĕç. «Уяв» тата «Мерчен» ача-пăча ансамблĕсем халь-халь вĕçсе каяс пек ташларĕç, сасă кăларакан инструментсемпе кĕвĕсем каларĕç. Уявăн чи хаваслă пайĕ, паллах, елка тавра иртрĕ. Хĕл Мучи, Юр пике, Тухатмăш тата уява ертсе пыракан Валентина Яковлева хавас та тарават кăмăлĕсемпе илĕртсе тăчĕç, ачасем валли мĕнле кăна вăйă выляттармарĕç. Çĕнĕ çул ячĕпе хатĕрленĕ пылак парнесем ачасен кăмăлне çĕклемеллипех çĕклерĕç. Мероприяти пурте асăнмалăх сăн ÿкерĕннипе вĕçленчĕ.
Юлашкинчен çакна каласшăн. Ачасем, вĕренÿре малашне те ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрăр. Аслисене, вĕрентекенсене итлĕр. Хисеплĕ Владимир Матвеевич, майсем тупса Чăваш елкине пысăк пахалăхпа йĕркелесе ирттернĕшĕн чунтан тав тăватпăр. Малашне те мал ĕмĕтлĕн пулма, пурнăçри тĕллевсем патне çирĕп утма сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА. Пелепей хули.

Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Чăваш елки вуннăмĕш хут ялкăшрĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: