Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
4 Кӑрлач 2023, 13:45

Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç

Çĕнĕ çул умĕн П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче икĕ театрализациленĕ утренник – кĕçĕн тата аслă классем валли уйрăмшар – иртрĕ.

Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç

Г.Ю. Кириллова методист хатĕрленĕ, ачасемпе педагогсем кăтартнă интереслĕ, пĕлÿ паракан программа хаваслантарать çеç мар, ача-пăча пуçне те ĕçлеттерет. Базилио кушак аçи Хĕл Мучин çăм аттине пытарса хунă иккен. Вăл кĕтнĕ уява пăсма та пултарать. Анчах калаçăва йĕркелеме ăста ачасем хăйне çеç юратакан кушак аçине те лăплантарма пултарчĕç. Çапла Хĕл Мучипе Юр пике уява вăхăтлă килсе çитрĕç.
Юр пике рольне пурне те тыткăнласа пирĕн пултаруллă вĕренекен Анна Михайлова вылярĕ. Вăл «Юмах патĕнче хăнара», «Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕл» вăйăсем йĕркелерĕ. Мулкачсемпе кроликсем ташларĕç, Çĕнĕ çул юррисем юрларĕç, сăвăсем вуларĕç, музыка инструменчĕсемпе пьесăсемпе этюдсем каларĕç, карнавал тумĕсен куравне хутшăнчĕç. Хĕл Мучи питĕ вашават пулчĕ, пĕр ачана та парнесĕр хăвармарĕ.
Мероприятие йĕркелекенсене, курава кăтартнă çĕре хутшăннисене, пулăшакансене, ашшĕ-амăшĕсене пурне те тав турĕ. Уйрăмах вăл Анна Михайловапа Алсу Шаехова вĕренекенсене, Г.Ю. Кириллова, А.В. Алексеева, Ж.М. Семенова, Ф.А. Фархутдинова, А.В. Кириллова вĕрентекенсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
Иван ТАРАСОВ,
чăваш вырсарни шкул директорĕ.
Ĕпхÿ хули.

Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Хĕл Мучин тавне тивĕçрĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: