Кăшарни улахĕсем Раççейре мĕн авалтан чи юратнисем шутланнă, мĕншĕн тесен вĕсем кирек епле асамлăх та кĕтме пулать текен чи сăваплă каçсенче иртнĕ. Çамрăксен библиотекинчи хăнасем шăпах çавăн пек улаха пуçтарăнчĕç. Ăна «Арт-лаб» алă ĕçĕсен мастерскойĕнче йĕркелерĕмĕр. Авал Турă шыва кĕнĕ кун Кăшарни улахĕсем ирттернине тĕпе хурса тата йăлана малалла тăсса Пушкăртстанри чăвашсем улах епле ларнине кăтартса пама шутларăмăр.
Мероприяти вăхăтĕнче уяв епле пуçланса кайнине, унăн пĕлтерĕшне, йăли-йĕркине аса илтĕмĕр, Кăшарни шывĕн тĕлĕнмелле сиплĕ енĕсем, вăл епле майпа асамлă пулса тăни, ÿт-пĕве тата чуна тасатни, сывлăх парнелени çинчен калаçрăмăр.
Асăннă уявпа нумай ĕненÿсемпе паллăсем çыхăннă. Кăшарнинче яланах юмăç пăхнă. Çавăнпа та улаха пуçтарăннисем карçинккасенчен япаласем турта-турта кăларса хăйсене çитес çул мĕн кĕтнине пĕлчĕç, кофе çăри çинче юмăç пăхрĕç, пирĕн мăн асаннесен юмăç пăхнисене ăнлантарса пама, вĕсене туса пăхма тăрăшрĕç.
В. Жуковский вырăс поэчĕ чапа кăларнă («Пĕррехинче Кăшарни каç хĕрсем юмăç пăхнă, урисенчен пушмакĕсене хывса, хапха урлă ывăтнă») чи паллă уяв йăлисĕр те иртмерĕ. Сулахай хул пуççи урлă ывăтнă çăм атă пулас упăшкана хăш енчен кĕтмеллине тĕрĕс кăтартасса шанатпăр.
Кăшарни улахне ертсе пыраканĕ чăвашсен йăли-йĕркисене те, паллисемпе ĕненĕвĕсене пăрăнса иртмерĕ. Пуçтарăннисем кил-йышри йăласемпе паллаштарчĕç, уява çемьепе епле ирттерни çинчен каласа пачĕç. Тĕлĕнмелле ăшă та туслă, килти пек лару-тăру пурин кăмăлне те кайрĕ, чăн-чăн уява çаврăнчĕ.
«ПР Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ» вырăнти обществăлла организацийĕн председателĕ Оксана Федорова республикăра пурăнакан пушкăрт, тутар, вырăс, мăкшă, чăваш халăхĕсен календарь уявĕсен хăйне евĕрлĕхсем тата вĕсене пĕрлештерсе тăракан енĕсем çинчен каласа пачĕ.
Çавăн пекех Улаха «Тавах» чăваш халăх эстрадăпа фольклор ансамблĕ (ертÿçи – О.А. Иванова) хăйĕн юрри-ташшисемпе илем кÿчĕ. Вĕсем авалхи юрăсем юрларĕç. Ольга Анатольевна ĕлĕк епле юмăç пăхни, хул пуççи урлă çăм атă ывăтни, шывран çĕрĕ кăларнă чух юрлани, карçинккаран япаласем туртса кăларса хуçине мĕн кĕтни çинчен каласа пачĕ.
Татьяна Демьяновна Кирилина кофе çăри çинче юмăç пăхнине кăтартрĕ.
Пирĕн куракансем, ытларах пайĕ студентсем, мероприятипе питĕ кăмăллă пулчĕç. Уяв хăнисем вăхăта хаваслă та кăсăк ирттерчĕç çеç мар, авалхи уяв сĕмне те туйрĕç. Апла пулсан авалхи уявсем хальхи вăхăтра та пурăнччăр тесе калас килет.
Валентина ЗОРИНА,
6 № библиотека ертÿçи.
Çтерлĕ хули.