Хăнасене уява хатĕрленнĕ кил хуçисем тараватлăн кĕтсе илчĕç. Ахальтен каламан ваттисем «Сурхури ачисене мĕнле кĕтсе илетĕн, çулталăка та çавăн пекех ирттеретĕн» тесе.
Пĕр килте сурхури ачисене кил хуçи ăшаланă пăрçапа, йăвапа хăналарĕ. Тепĕр кил хуçи вара хăнасене хапăл туса хапха умне тухсах кĕтсе илчĕ. Чунтан хĕпĕртесе пурне те вăйă картине пуçтарчĕ. Малтанах икĕ ункă туса кăçатă ывăтса мăшăр шырарĕç. Çĕнĕ çулта каччă авланассине е хĕр качча каяссине пĕлес тĕллевпе авалхи йăлапа пуçа витре тăхăнса хапхаран та тухрĕç.
Ун хыççăн сурхури ачисем кил хуçине ырă, тивлет сунса сурхури юрри юрласа тепĕр çурта çул тытрĕç.
Виççĕмĕш кил хуçи те сурхури ачисене кĕтсе тулли сĕтел хатĕрленĕ: кукăль, йăва, ăшаланă пăрçа, хĕвел çаврăнăш пĕрчисем, мăйăр... Тата юмăç ярса малашлăха пĕлме тырă тултарнă чÿлмек, михĕ те хатĕрленĕ. Тырă тултарнă михĕрен пĕр-пĕр япала туртса кăларса çамрăксем малашлăха пĕлме пултарчĕç. Асамлă михĕре вара нумайăшне парне кĕтрĕ. Тараватлă кил хуçи хăнасене пурне те «ĕмĕт кукăлĕпе» хăналарĕ. Пурте пĕрле вылянă-кулнă самантра çветкесем те шавласа кĕрсе тухса кайрĕç. Ĕлĕк-авал вĕсем килсе кайни кил-çурт усал-тĕселтен тасаласса пĕлтернĕ.
«Сак тулли ача-пăча пултăр!
Урай тулли путек пултăр!
Кĕтĕвĕн пĕр вĕçĕ шыв патĕнче пултăр,
Тепĕр вĕçĕ картара пултăр!
Çĕнĕ çулта ырлăх пултăр, пурлăх пултăр,
Çĕр çинче тăнăçлăх хуçалантăр!» – тесе ырă сунса хăварчĕç сурхури ачисем кил хуçисене. Урайне пăрçапа тырă пĕрчисем сапма та манмарĕç.
Çак Сурхури уявĕ вырăнти «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕн хастарĕсем (ертÿçи – Нина Никитина, концертмейстерĕ – Владимир Каранкин) тата «Уяв» тĕслĕхлĕ инструментпа фольклор ансамблĕн ертÿçи Валентина Яковлева тăрăшнипе иртрĕ.
Марина ДЕНИСОВА,
чăваш культура центрĕн ертÿçи.
Пелепей хули.