Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
25 Апрелӗн 2023, 11:40

Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла

Апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çтерлĕ хула культура çуртĕнче «Тавах» чăваш халăх ансамблĕпе хулари чăваш культура обществин ертÿçин, тĕрлĕ конкурс-фестивальсен дипломанчĕн Ольга Иванован «Юбилея туссемпе пĕрле» ятпа йĕркеленĕ кану каçĕ чылай тус-пĕлĕше, ентеше пухрĕ.

Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла

«Тавах» ушкăнпа Ольга Анатольевнана сума сăвакансем, вĕсен пултарулăхне хаклакансем Шупашкарпа Ĕпхÿ, Салаватпа Сибай, Пелепей хулисенчен, Авăркаспа Пишпÿлек районĕсенчен килсе çитнĕ.
«Саламсен лавĕ» тулли те пуян пулчĕ. Чăн малтан юбиляра Çтерлĕ хула Канашĕн депутачĕпе Альфия Асфандияровапа хулари культура керменĕн илемлĕх ертÿçи Светлана Баранова саламларĕç. Ун хыççăн сцена çине Салават хулинчи Культура обществин председателĕпе Виктор Ивановпа «Салават çăлкуçĕсем» халăх ансамблĕ тухрĕç. Юрă çаврăмĕсемпе Виктор Павловичăн ăшă сăмахĕсем кашнин чĕринех пырса тиврĕç, уяв кĕрекине хăйне евĕр илем кÿчĕç, чăваш халăхĕн çакăн пек пултаруллă çыннисем пуррине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
Кану каçне Шупашкартан килнĕ çамрăк чăваш эстрада юрăçисем Сергей Лекеревпа Михаил Федоров уява темле хăватпа чун кĕртрĕç, залра ларакан халăха ура çине тăратса ташă картине чĕнсе кăларма пултарчĕç. Пирĕн паллă çамрăк студент Константин Петров та вĕсенчен юлмарĕ. Унăн пултарулăхне те куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Уяв сцени çине çавăн пекех Ольга Иванована саламлама Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар-чăваш кафедрин преподавателĕсем Илсур Мансуровпа Лариса Коротаева доцентсем, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн тата чăваш культура обществин ертÿçисем Ирина Сухаревапа Юрий Михайлов, Авăркас районĕнчи тата Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕсен председателĕсем Василий Федоровпа Оксана Федорова, Геннадий Челпир çыравçă, Людмила Маркина чăваш хастарĕ тата çак йĕркесен авторĕ тухрĕç. Пурин те çак кун икĕ пиллĕке тивĕçнĕ Ольга Анатольевнăна тунă ĕçĕсене тивĕçлĕ хак парса, ăна чĕрĕ чечексем парнеленĕ май савăнтарас килчĕ. Паллах, вăл малашлăхра тата та пысăк çитĕнÿсем тăвасса шаннине пĕлтерчĕç.
Юбилярăн ĕçтешĕсем пирки уйрăм сăмах каламалла. Вуншар çула тăсăлакан çирĕп туслăх вĕсене аякри çула кĕскетме пулăшнă. Сăмахран, Мамдуда Ильбакова Сибай хулинчен, Ольга Иванова (Яковлева) Пишпÿлек ялĕнчен килсе çитнĕ. Çтерлĕри «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн хастарĕсем те ăна хăйсен тулли йышĕпех хисеп турĕç. «Солнышко» хореографи театр студин çамрăк артисчĕсем вара хăйсен хусканăвĕсемпе куракана тыткăна илчĕç, çапла майпа кану каçĕн программине пуянлатрĕç.
Çапла, юбилей вăл кăмăллă пулăм. Тунине пĕтĕмлетен, малашнехине палăртан. Апла пулсан пурнăç çулĕ малалла тăсăлать. Вăл такăр та анлă, çитĕнÿсемпе пуян пултăр тесен пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла. Эпир, куракансем, «Тавах» ушкăн та, унăн ертÿçи Ольга Иванова та çак ĕмĕтсемпех пурăнасса шанса тăратпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ. Çтерлĕ хули.

Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Пуçа усмасăр малаллах ăнтăлмалла
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: