Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
3 Майӑн 2023, 10:25

Мăнкун-Навруз – туслăх кĕперĕ

Мăнкун чăваш халăхĕшĕн пысăк тĕн уявĕ шутланать. Уявăн историне тĕпчесен кунта çыхăнусем нумай. Паллах, вăл Пасха Православи тĕн уявĕпе çыхăннă, анчах та ĕлĕк ăна çурхи кунпа çĕр танлашнă кун, март уйăхĕн вĕçĕнче уявланă. Унăн тĕрĕк халăхĕсен Навруз уявĕпе пĕр пеклĕхĕсем те чылай.

Мăнкун-Навруз – туслăх кĕперĕ
Мăнкун-Навруз – туслăх кĕперĕ

Мăнкун уявĕнче аваллăх йăли-йĕркисем (серень вăл – усалсене хăваланипе çыхăннă йăла) пур. Юлашки 30 çулта çак йĕркене никам та ирттермест, тăвансемпе тус-пĕлĕшсене хăналасси çеç юлнă. Чăвашсен тараватлăхĕ – килсерен çÿрекен ачасене кучченеçсем валеçесси. Тата хăш-пĕр ялсенче чуччу ярăнасси сыхланса юлнă, Мăнкун уявĕ тĕлне вĕсене ятарласа лартаççĕ.
Ĕпхÿ хула округĕнчи чăваш вырсарни шкулĕ, «Элем» чăваш юррипе ташшин ансамблĕ тата ПР Чăваш культура пĕрлĕхĕ вĕренекенсемпе, ĕçтешĕсен ачисемпе, мăнукĕсемпе Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнче чăваш культура музейĕ вырнаçнă Иван Степанов кил-çуртĕнче Мăнкун уявне йĕркелерĕ.
Ирхине наци тумне тăхăннă ачасем пуçтарăна пуçларĕç. Хăнăхнă йĕркепе вĕсем пĕветнĕ çăмартасемпе ытти наци кучченеçĕсене пуçтараççĕ. Кил хуçисем вĕсене пÿрте чĕнчĕç, чăваш халăх музейне кăтартрĕç. Уява Елена Васильевна Резванова, Вера Александровна Федотова, Валентина Николаевна Павлова, Иван Петрович Степанов ял çыннисем килсе çитрĕç. Аслисем ачасене «Христос чĕрĕлнĕ» тесе каласан ачасем чăвашла «Чăн та чĕрĕлнĕ!» хуравлани кăмăла çĕклерĕ.
Çавăн пекех уява ислам тĕнне пăхăнакан И.Сомони ячĕллĕ таджик культура центрĕн председателĕ К.М Сатторов тата узбек культура центрĕн представителĕсем килсе çитни те савăнтарчĕ. Ку вĕсен хăйне евĕр хурав туса хăнана килни пулчĕ. Мĕншĕн тесен 2023 çулхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Элем» чăваш юррипе ташшин ансамблĕ тата Чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕсем «Евразия» суту-илÿ центрĕн лапамĕнче «Навруз» уявне хутшăнчĕç. Унта «Элем» ансамбль чăваш халăх юррине юрларĕ. Апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăвашсем Вăтам Азин çыннисене пĕветнĕ çăмартасемпе, хуплу, йăва наци апачĕсемпе хăналарĕç.
Раççей халăхĕсен туслăхĕ аталанать, Мăнкунпа Навруз уявĕ тĕрлĕ наци çыннисене туслăх кĕперĕ евĕр çыхăнтарать, килĕшĕве çирĕплетет.
Елена СТЕПАНОВА,
«Элем» ансамбль ертÿçи.
Кармаскалă районĕ,
Сихун ялĕ.

Мăнкун-Навруз – туслăх кĕперĕ
Мăнкун-Навруз – туслăх кĕперĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: