Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
23 Майӑн 2023, 14:15

Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май

ПР чăваш культура обществи тата чăвашсен республикăри наципе культура автономийĕ йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ пуррипе усă курса Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнче Çĕнтерÿ кунне халалласа пысăк уяв йĕркелерĕ. Асăннă ял Пушкăртстан Республикинчи чи пысăк чăваш ялĕсенчен пĕри шутланать.

Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май

Уява хутшăнакансен йышĕнче Ĕпхÿ хули, Кармаскалăпа Авăркас районĕсен представителĕсем, Ĕпхÿри «Элем» ансамбль, П.В. Демченко директор ертсе пыракан чăваш вырсарни шкулĕ, ПР чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов пулчĕç.
Чаплă митингра Чăваш Кăпавĕ ял хутлăх администраци пуçлăхĕ А.А. Тимофеева тата вырăнти шкул директорĕ П.И. Коваленко тухса сăмах каларĕç. Мероприятие хутшăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене халалланă обелиск умне чечексем хучĕç.
Асăннă ялтан тăнăçлăхшăн кĕрешсе пуç хунă паттăрсен шучĕ 395 çынпа танлашать. Уява çÿллĕ шайра йĕркеленине, вăл патриотизм туйăмĕпе тулнине палăртса хăвармалла. Унта хутшăнакансен хавхаланăвĕ кашнин чун-чĕрине пырса тиврĕ. Шкул ачисем сăвăсем вуларĕç, вăрçă çулĕсенчи юрăсене шăрантарчĕç, ПР тата РФ гимнĕсене юрларĕç. Кашни номер хăватлă та чаплă пулчĕ.
Ял çыннисем йĕркеленĕ концерта «Пилеш» тата «Элем» чăваш ансамблĕсем хутшăнчĕç. «Пилеш» ансамбль пайташĕсене, «Салам» фестивале хутшăннисене, Дипломсем парса чысларĕç. Кармаскалă районĕнчен килсе çитнĕ Александр Александров волонтер ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене социаллă пулăшу панипе уйрăлса тăрать. Ăна ПР Ветерансен комитечĕ «Присягăна шанчăклă пулнишĕн» («За верность присяге») медаль пама йышăннă. Волонтер сумлă наградăна А.Г. Николаев ячĕллĕ Хĕç-пăшаллă вăйсен ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ Л.П. Михайлов аллинчен илме тивĕçрĕ. Уявăн сумлă хăнисен шутĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ, халĕ Чăваш Кăпавĕнче пурăнакан ветерансем те пулчĕç.
– Эпир ПР чăваш наципе культура автономине, чăваш культура обществине тата Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулне уява йĕркелеме пулăшнăшăн тав тăватпăр, – терĕç вырăнти ертÿçĕсем.
Çак кунхинех Иглин районĕнчи чăваш культура обществин çĕнĕ ертÿçине суйларĕç. Малашне ăна Николай Юрьевич Исаев ертсе пырĕ, ăна пулăшаканĕ Галина Петровна Лукьянова пулĕ. Сасăлава Иглин районĕнчи чăваш культура обществин 43 пайташĕ хутшăнчĕ.
Елена СТЕПАНОВА,
«Элем» ансамбль ертÿçи.
Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.

Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: