Çак кун пур çĕртре те уява анлă паллă тăваççĕ. Акă, Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Наталья Петровна Федотовапа библиотека ĕçченĕ Елизавета Николаевна Герасимова йĕркеленипе шăпăрлансем валли «Ачалăх уявĕ» музыкăпа йăпану уявĕ иртнĕ.
Ертÿçĕсем Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалланă мероприятие пĕчĕк викторинăран пуçланă. Ыйтусем çине хуравланă май уяв историйĕ патне те пырса тухнă. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кунăн тĕп тĕллевĕ ачасен прависене хÿтĕлесси, çул çитменнисен проблемисене тимлĕх уйăрасси, ачасен обществăри пĕлтерĕшне палăртасси пулса тăрать. Çавăнпа та мероприяти вăхăтĕнче ачасене уйрăм хăрушсăрлăх пирки те, çуллахи вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене асра тытмаллине те аса илтернĕ.
Программăра хаваслă вăйăсемпе конкурссем, йăпанусем пулнă. Ачасем тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те пĕлнĕ, викторина ыйтăвĕсем çине те хуравланă, хăйсем кăмăллакан чечексене те ÿкернĕ. Епле-ха чечексемсĕр. Умра – çуллахи вăрăм каникул.
Мероприятие вырăнти «Пилеш» вокал ушкăнĕн пайташĕсем хастар хутшăннине те палăртмалла. Елена Николаевна Митюкова уява Варя тата Данил мăнукĕсемпе, Надежда Дмитриевна Кондратьева Данил тата Денис мăнукĕсемпе, Наталья Владимировна Никифорова Ева мăнукĕпе килсе çитнĕ.
Уява хутшăнакансем пурте парнеллĕ пулнă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.