Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
14 Июнӗн 2023, 12:35

Калинин районĕнчи чăвашсем Акатуй ирттерчĕç

Ĕпхÿ хулинчи Первомайский парк çĕнетнĕ хыççăн паянхи саманана тивĕçтерекен хăтлă культура центрне çаврăнчĕ. Кунта час-часах анлă та кăмăллă культурăпа массăллă мероприятисем иртеççĕ.

Калинин районĕнчи чăвашсем Акатуй ирттерчĕç
Калинин районĕнчи чăвашсем Акатуй ирттерчĕç

Çак кунсенче асăннă паркра Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулне йĕркеленĕренпе 15 çул çитнине халалласа «Акатуй-2023» иртрĕ. Уяв концертĕнче пултарулăх енĕпе пĕлÿ илекен ачасем чăваш ташшисемпе, юррисемпе тата сăввисемпе савăнтарчĕç. Мероприятие асăннă шкулăн «Элем» юрăпа ташă ансамблĕ хастар хутшăнчĕ. Анастасия Васильева, Лиана Фаттахова педагогсем, «Элем» ансамблĕн ертÿçи Елена Степанова пысăк пултарулăх шайне кăтартрĕç.
Шкул директорĕ Полина Демченко палăртнă тăрăх, ачасене хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕ демографи йывăрлăхĕсене пăхмасăр малалла утать, чăваш ачисене шкула çÿреме илĕртмелли çĕнĕ мелсем тупать.
Пĕлÿ çурчĕ 15 çул тултарнă ятпа шкул директорĕ П.В. Демченкопа Ю.П. Михайлов педагог-йĕркелÿçĕ, вокал ăсталăхне алла илме пулăшакан Л.Ф. Фаттахова Ĕпхÿ хула округĕн администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн Хисеп хутне, Р.Ф. Файзрахманова вĕрентекен Ĕпхÿ хула округĕн администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн Тав çырăвне, А.И. Васильева хореографпа К.И. Петрова çамрăк специалист Калинин район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
Калинин районĕнче иртнĕ Акатуй районти чăвашсем ытти халăхсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăннине, вĕсем культурăпа искусствăра тимлĕхе тивĕç пархатарлă ĕçсем пурнăçланине кăтартса пачĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР чăваш культура обществин председателĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: