Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
17 Октябрӗн 2023, 10:35

С.Т. Аксаков çуралнă тăрăхра Раççей Геройĕ хăнара пулнă

Пушкăртстанра йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери Аксаков уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Паллă вырăс писателĕн Сергей Тимофеевич Аксаковăн çуралнă кунне халалласа ирттерекен мероприяти кăçал 33-мĕш хут йĕркеленчĕ.

С.Т. Аксаков çуралнă тăрăхра Раççей Геройĕ хăнара пулнă
С.Т. Аксаков çуралнă тăрăхра Раççей Геройĕ хăнара пулнă

Уяв мероприятийĕсем Ĕпхÿ хулинче, Ĕпхÿ, Кармаскалă, Давлекан тата Пелепей районĕсенче иртрĕç. Кăçалхи Аксаков уявĕ Мускавран Раççей Геройĕ, легендарлă летчик, Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Николай Гаврилов генерал-лейтенант килсе кайнипе асра юлчĕ. Ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май Николай Федорович Федераци чăваш автономийĕн пайташĕпе, Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕпе Владимир Яковлевпа тĕл пулса чăвашлăхпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Çавăн пекех Николай Федорович Пелепей тăрăхĕнчи С.Т. Аксаков çуралнă вырăнсене те çитсе курнă. Н.Гаврилов генерала Пелепей тăрăхĕнчи чăвашсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.

С.Т. Аксаков çуралнă тăрăхра Раççей Геройĕ хăнара пулнă
С.Т. Аксаков çуралнă тăрăхра Раççей Геройĕ хăнара пулнă
С.Т. Аксаков çуралнă тăрăхра Раççей Геройĕ хăнара пулнă
С.Т. Аксаков çуралнă тăрăхра Раççей Геройĕ хăнара пулнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: