Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
28 Нарӑсӑн , 11:10

Тăван чĕлхене те, çыравçа та сума сурĕç

Ӗпхӳ хулинчи П.М. Миронов ячӗпе хисепленекен вырсарни шкулӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунне паллӑ турӗҫ. Уява шкулăн ҫӗнӗ директорӗ Наталья Никитина уҫрӗ.

Тăван чĕлхене те,  çыравçа та сума сурĕç
Тăван чĕлхене те, çыравçа та сума сурĕç

Малалла сцена çине ҫак шкулта вӗренекенсен «Хунав» ушкӑнӗ чӑваш чӗлхине тата Тӑван ҫӗршыва халалланă сӑвӑсен композицийӗпе тухрӗ. Çавăн пекех уява «Нарспи» халӑх фольклор ушкӑнӗ те хӑйӗн юрри-ташшисемпе илем кӳчӗ.
Мероприятийĕн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕсенчен пĕри чӑваш чӗлхине ҫӳллӗ шайра тытса тӑракан тата тӑван чӗлхене хаклама вӗрентекен Василий Антонов ҫыравҫӑн, поэтӑн 75 ҫул тултарнине халаллани пулчӗ. РФ тата Чӑваш Республикинчи Çыравҫăсен союзӗн пайташӗ Василий Антонов паянхи куна 30 кӗнеке пичетлесе кӑларма вӑй-хӑват ҫитернӗ. Василий Сергеевич хӑйӗн сӑввисене вуласа пачӗ, пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсене пĕлтерчĕ.
Ун хыҫҫӑн вăл ертсе пыракан Иглин районӗнчи Чӑваш Кӑпавĕ ялӗнчи халӑх ятне тивӗҫнӗ «Пилеш» эстрада ушкӑнӗ чуна ҫӗклентерекен юрӑсене чӑвашла тата вырӑсла шӑрантарса савӑнтарчӗ.
Юбиляра саламлама ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕн филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Лариса Коратаева парнепе, салам хучӗпе килсе ҫитнӗ. Ӑна хăй вăхăтĕнче Василий Сергеевич шкулта вӗрентнӗ.
Пушкӑртстан Республикинчи чӑвашӗсен Канашӗн ертӳҫи Ирина Сухарева «Нарспи» тата «Пилеш» халӑх ушкӑнӗсене Тав хучӗсене парса чысларĕ. Вăл В.С. Антоновӑн кӗнекисене, сӑввисене хакласа, вӗсене ҫӳлӗ шая хурса тата питӗ килӗшӳллӗ сӑмахсем тупса çыравçа чыс турӗ.
Уяв вӑраха тӑсӑлчӗ пулсан та ун хыҫҫӑн часах уйрӑлаймасӑр, тӗрлӗ калаҫусем пычӗҫ. Мероприяти хыççăн пирӗн асра кăмăллă самантсем пуçа кĕрсе юлчĕç.
Серафима ЕГОРОВА.
Ӗпхӳ хули.

Тăван чĕлхене те,  çыравçа та сума сурĕç
Тăван чĕлхене те,  çыравçа та сума сурĕç
Тăван чĕлхене те, çыравçа та сума сурĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: