Февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче ял библиотекине чылай çын пуçтарăнчĕ. Кунта ялти вулавăш ĕçченĕ Светлана Филиппова «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» ятлă ятарлă выставкăпа паллаштарчĕ. Килнĕ арçынсемпе «Арçын тавçăрулăхĕ» вăйă ирттерчĕ. Вĕсем çавра сĕтел хушшине ларса вылярĕç. Ачасем пек тĕрлĕ тĕслĕ кубика кустарса интереслĕ ĕçсем пурнăçларĕç. Сĕтел çинче ултă тĕслĕ конвертпа ĕçсем пулчĕç: симĕс тĕслĕ конверт – историпе çыхăннă ыйтусем, сарă тĕсли – литературăпа, сенкерри – 23-мĕш февральпе, хĕрли – салтак юррисемпе, хĕрлĕ кăвак (фиолетовый) – математикăпа, сарă хĕрлĕ (оранжевый) – авалхи ал хатĕрĕсемпе. Ушкăнри арçынсем 40-50 çул каярах шкул пĕтернĕ пулин те ыйтусене тулли те питĕ кăсăк хуравларĕç. Хуравсене панă май, хăйсен çар службинче тăнă чухнехисене аса илчĕç. Пурте вĕсем Совет Çарĕнче икшер-виçшер çул хĕсметре тăнă. Вăййа хутшăнакансем çаксем пулчĕç: А.И. Артемьев, А.В. Васильев, Ю.В. Васильев, О.Л. Мурзаков, Ю.А. Мурзаков, А.Л. Павлов, Я.А. Филиппов, В.И. Яковлев. Çакăнтах арçынсене саламласа «Юлташсем» ушкăн хĕрĕсем юрăсем парнелерĕç, «Полковника качча каяс тетĕп» интереслĕ сценка кăтартса пачĕç.Унтан пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса сăйланчĕç, юрăсем юрларĕç. Кану сехечĕсем питĕ интереслĕ те усăллă иртрĕç.
Февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче клубра Эрехĕрринчи «Илем» халăх ансамблĕн чăваш хастарĕсем «Паттăрсен вăхăчĕ» ятпа чаплă та хумхануллă концерт кăтартрĕç. Пĕрин хыççăн тепри юрăсем юрларĕç, сăвăсем вуларĕç, чăваш такмакĕсене шăрантарчĕç. Уяв каçне С.В. Андреева (канури вĕрентекен) пит илемлĕ те чуна пырса тивмелле чăвашла та, вырăсла та ертсе пычĕ. Çакăнтах ушкăн хастарĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Тĕслĕхрен, Станислав Андриянов купăсçă та, сăвăçă та, юрăçă та. Кашни номере хаваспах йышăнчĕç куракансем. С.Андриянов хăй çырнă сăввисене вуларĕ. Лидия Ванюшина М.Исаковскин 1944 çултах пичетленнĕ сăввине чĕрене пырса тивмелле вуларĕ. Ирина Корнилова (ушкăн ертÿçи) тата Ирина Григорьева юрланă юрăсене куççульсĕр итлесе пулмарĕ. Çакăнтах артистсем авалхи юрăсене те шăрантарчĕç.
Кăратмасри «Шевле» ушкăн пайташĕсем те çак концерта хутшăнса салтак юррисене юрларĕç. Илемлĕ те кăмăллă, пуян программăллă концерт кăтартнă артистсене чун-чĕререн тав сăмахĕсем калас килет.
Февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Юлташсем» ушкăнпа Суккул ялне çитсе килтĕмĕр. Кунти «Пилеш» ушкăнпа пĕрле кану программи йĕркелерĕмĕр. Уяв каçне пуçлаканĕсем, паллах, хуçасем пулчĕç. Вĕсем «На Мамаевом кургане тишина» юрă-сценкăпа куракансем умне тухрĕç. Ăна Вилĕмсĕр çулăм умĕнче пулнă пек кăтартса пачĕç. Салтак амăшĕ палăк умне чечек çыххи хурать, тепĕр хĕр çурта çутать. Суккулсем çак юрра кĕвĕсĕр, чĕрĕ саспа чĕрене пырса тивмелле юрларĕç. Пирĕн ушкăн вăрçă тата туслăхпа ыркăмăллăх юррисене («Катюша», «Тёмная ночь», «В землянке», «Смуглянка», «Синий платочек», «Ырă кун тăван», «Улмуççи», «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать») попурри туса юрларĕ. Эпĕ те Çеçпĕл Мишшин «Салтак шăпи» сăввине ятарлă çар операцине (вĕсем Суккул ял Канаш хутлăхĕнчен çирĕме яхăн) тата Чечен вăрçине (Геннадий Никифоровпа Аркадий Мастеров...) хутшăннă салтаксене халалласа вуласа патăм.
Мероприяти вăхăтĕнче хурлăхлă, çав хушăрах кăмăла çĕклекен юрăсемпе сăвăсем янрарĕç. Концерта Эльмира Чулпанова вĕрентекен ертсе пычĕ. Ялта шкул пурри пит аван çав. Уяв программине шкул ачисене те явăçтарнă. Вĕсем ташларĕç, кăсăк сценкăсем кăтартса пачĕç. Ятарлă çар операцине хутшăннă салтакăн ывăлĕ, 6-мĕш класра вĕренекен Фанис, салтаксене халалласа вырăсла сăвă вулани уйрăмах чĕрене пырса тиврĕ. Кунта СВОна хутшăннă салтак амăшĕ те пулчĕ. Куракансем кашни номерах кăмăллăн йышăнчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле сăн ÿкерчĕк турĕç, ăшшăн калаçса ларса чей ĕçрĕç.
Çапла, хамăр тăрăхри чăваш ялĕсем пĕр-пĕрне пулăшса туслă пурăнни кăмăла çĕклет. Малалла та çапла пуласса шанас килет.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.