Паллах, çĕкленÿллĕ туйăмсем тĕрлĕ тĕлпулусем йĕркелеме, çамрăк ăрăва çакăн çинчен каласа пама хистеççĕ. Çак енĕпе патшалăх органĕсем те, çав вăхăтрах ветерансен организацийĕсем те тухăçлă ĕçлеççĕ.
Апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Çĕньялти вăтам пĕлÿ паракан шкулта иртнĕ мероприяти те çакнах çирĕплетет. Пушкăртстанри А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ Хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин, тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансен канашĕн Çтерлĕри уйрăмĕ тата шкул коллективĕ Космонавтика кунне халалласа пысăк уяв йĕркеленĕ. Вăл вĕренекенсемшĕн уйрăмах усăллă та вырăнлă иртрĕ. Хăнасене кĕтсе илнĕ май ачасем аслисем пулăшнипе «Хăвăн çăлтăру хыççăн ут» кĕтес хатĕрленĕ. Кунта тĕнче уçлăхне сăнласа паракан самаях пысăк та хăй патне туртакан банерпа, космос карапĕсемпе ытти япаласенчен йĕркеленĕ куравпа паллашма пулчĕ. Çак вырăнта сăн ÿкерчĕк ÿкесси те асра юлмалли самантсенчен пĕри пулса тăчĕ.
Вĕрентекенсен ушкăнĕ уявăн пуян программине юрă саламĕпе пуçларĕ. Ун хыççăн шкул директорĕ, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ Николай Глухов хăнасене пĕлÿ çуртĕнче кӗтсе илме хавас пулнине пĕлтерсе çĕршывăн космос тĕнчин хăватне сăнласа паракан кăтартусемпе паллаштарчĕ, цифрăсемпе çирĕплетрĕ.
– Раççей юлашки пилĕк çул хушшинче тĕнче уçлăхне 119 спутник ăнăçлă (аварисемсĕр) ăсатнă, вĕсенчен 2023 çулта – вун çиччĕ. Сăмахран, ĕнер «Хĕвел тухăç» космодромĕнче «Ангара- А5» йывăр виçеллĕ ракетăна вĕçтерсе яни те Раççей хăватне кăтартса парать. Пирĕн çĕршыв тĕнче уçлăхне тĕпчессипе малта пулнă, малашне те пулĕ, – терĕ Николай Михайлович космос пирки сăмах каланă май. Çав самантрах ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсем çинчен те манмарĕ. Вĕсем Ял Канаш территоринчен 29 çын иккен.
Мероприятие ертсе пыракан Кристина Тихоновапа Святослав Потапов та пухăннисене нумай çĕннине пĕлтерчĕç, этемлĕх яланах çăлтăрсем патне туртăннине çирĕплетрĕç. Юрий Гагарин вара çак ĕмĕте пунрăçа кĕртнĕ – 1961 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче икĕ сехете яхăн вăхăтра Çĕр планета тавра вĕçсе çаврăннă, тĕнчене хăйĕн паттарлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çавăнпа та тĕлпулу вăхăтĕнче паттăр пирки сăмах нумай пулчĕ. Паллах, Андриян Николаев виççĕмĕш летчик-космонавт ятне те манмарĕç. Чăваш кăйкăрне халалланă сăвăсенчи йĕркесене Ангелина Сидорова, Варвара Карпова, Клара Ефимова, Илья Федоров вĕренекенсем вуларĕç. Унсăр пуçне залри халăх Андрия Григорьевичăн «Вĕç, вĕç куккук» юратнă юррине пурте пĕрле шăрантарчĕç. Çакăн хыççăн уявăн чунĕ уçăлса кайнăн туйăнчĕ. Тен, çакă ветерансем черетпе тухса сăмах калама пуçланипе те çыхăнчĕ-тĕр. Чăн малтан пĕрлĕх ертÿçине Виталий Михайлова шалти ĕçсен органĕн отставкăри аслă лейтенантне сăмах пачĕç. Виталий Николаевич паянхи кун ветерансен организацийĕ мĕнле ĕçсем туса ирттерни, мĕншĕн вăл А.Г. Николаев ячĕпе хисепленни, икĕ хут Совет Союзĕн хĕрĕпе, Алена Андрияновнапа, хальхи вăхăтра çыхăну тытни, патриотизм теми тата ытти нумай кăсăк самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл каласа çитерейменнине Маркиян Трофимов отставкăри милици майорĕ, çарти хĕрÿ çапăçусене хутшăннă Виктор Васильев аслă лейтенант, Валентина Михайлова биологи наукисен кандидачĕ хушса сăмах каланă май тĕлпулу программине пуянлатрĕç.
Çавăн пекех вĕренекенсемпе вĕрентекенсен умĕнче ЧР тата ПР тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ Юрий Леонтьев (Чăваш Хурамал ялĕнчи шкул), Ибрай ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ефимов, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тухса калаçрĕç, шкул вулавăшне кĕнекесем парнелерĕç.
– Эпир – пирĕн çĕршывăн пуласлăхĕ. Пиртен кашниех космонавт, паллă ăсчах пулма пултарать. Тăван çĕршыва чыс тата усă кÿресси пирĕн тивĕç. Çакăн валли кăмăл тата тăрăшулăх пултăр. Пирĕн вĕренÿри çитĕнÿсем вара тĕнче уçлăхне парăнтармалли пĕрремĕш утăмсем пулса тăраççĕ, – текен сăмахсемпе вĕçлерĕç тĕлпулăва ертсе пыракансем.
Çак йĕркесенче çамрăк ăрăвăн çутă та таса ĕмĕчĕсем, малашнехи тĕллевĕсем палăраççĕ. Апла пулсан аслисен шанчăкĕ тÿрре тухмаллах. Çĕршыв малашлăхĕ шанчăклă алăра тесе татса калама пулать.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.