Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
14 Майӑн , 11:00

Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет

Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тольятти хулинчи Халăхсен туслăх çуртĕнче хаваслă та илемлĕ уяв – Чăваш чĕлхи кунĕ – иртрĕ. Ăна Иван Яковлевич Яковлев çуралнине халалласа йĕркелерĕмĕр.

Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет
Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет

Уява çак йĕркесен авторĕ уçрĕ. Вăл пухăннисене Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ, кĕскен И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Тольяттире те чăваш чĕлхипе литература шайĕнче паллă çынсем пуррине палăртрĕ. Çав шутра – Самар облаçĕнчи пĕртен-пĕр чăваш çыравçи, композиторĕ тата поэчĕ Владимир Левуков. Владимир Леонтьевич чылай произведение чăвашла куçарнă. Уйрăмах вăл А.С. Пушкинăн хайлавĕсене килĕштерет. Çавăнпа та эпĕ «Евгений Онегин» поэмăри Татьяна Онегин патне çырнă çырăвне Владимир Левуков чăвашла куçарнă вариантне вуласа патăм. Шупашкарта пурăнакан ентешсем çинчен те манмарăм – Анатолий Аринин поэт тата композитор çинчен, ăна Раççей Президенчĕн В.В. Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Культурăра тата ÿнерте тунă ĕçĕсемшĕн» медальпе наградăлани çинчен каласа патăм. Юрий Сементер чăвашла куçарнă «Шупашкарăм» сăввине илемлĕ вуларăм. Анатолий Николаевич Чăваш Ене, Шупашкара, халалласа нумай сăвă-юрă çырнă. Вĕсене халĕ А.Аринин ертсе пыракан данс-рок-капелла Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче, çавăн пекех Мускавра юрлать. Унсăр пуçне унăн юррисене «Çеçпĕл» ансамблĕн, Шупашкар хулинчи «Розовые очки» юрă-кĕвĕ коллективĕн, 20№ пĕлÿ çуртĕнчи шкул хорĕн тата ытти ушкăнсен репертуарĕсене кĕртнĕ. Анатолий Аринин чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлева тата кăвар чĕреллĕ поэта Çеçпĕл Мишшине те халалласа сăвăсем çырнă. Вĕсенче чăваш халăхĕн паллă çыннисен йывăр шăписем сăнланнă.
Малалла уява хулари 182№ «Золотой Ключик» ача сачĕн воспитанникĕсем тăсрĕç. Вĕсем илемлĕ чăваш ташши ташларĕç. Çакăншăн шăпăрлансем пылак парнесем, вĕсен ертÿçи Анна Явон диплом илме тивĕçрĕç. Владимир Левуков ертсе пыракан чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем И.Яковлев çырнă «Семендер» юмаха лартса пачĕç. Режиссерĕ – çавăн пекех Владимир Левуков. Вăл кĕнекесем кăларнисĕр пуçне сцена çинче те выляма питĕ ăста. Владимир Леонтьевич Зинаида мăшăрĕпе «Çумăр çăвать» юрра юрласа пачĕç, Аня Пятых çамрăк артистка кĕвĕпе килĕшÿллĕн ташларĕ. Нимĕç культура центрĕнчен килнĕ Александр Спирин вырăс тата нимĕç чĕлхисемпе юрăсем шăрантарчĕ, çакă халăхсен туслăхне çирĕплетрĕ.
Жигулевск хулинчи «Асамат» ушкăн сцена хуçисене хăйсен юррисемпе тĕлĕнтерчĕ. Вĕсен репертуарĕнче паянхи тата ĕлĕкхи юрăсем пур. Тольятти хулинчи чăваш наципе культура автономин «Шанчăк» тата «Телей» ансамблĕсем хăшĕ илемлĕрех юрлама пултарнине тупса палăртас тĕллевпе ăмăртрĕç. Кунта туслăх çĕнтерчĕ.
«Истоки» вулавăш хăйсен фондĕнче упранакан хăйне евĕрлĕ кăларăмсенчен кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Унта этнографи, декораципе ĕçлев ÿнерĕ енĕпе, чăваш культурине уçса паракан кĕнекесемпе паллашма май пурччĕ.
Куравра Иван Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан, Владимир Левуков тата чăваш çыравçисем ачасем валли кăларнă кĕнекесене пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Библиотека ертÿçи Ольга Альшевская И.Я. Яковлев биографийĕпе паллаштаракан презентацине курма кăмăллă пулчĕ.
Любовь Суслова пухăннисене техĕмлĕ чейпе тата килте пĕçернĕ кукăль-пÿремечпе хăналарĕ. Уяв вăхăтĕнче чей ĕçесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.
Çавăн пекех залра ларакансене Тольятти хула администрацийĕн представителĕ Наталья Бойченко, Тольятти хула округĕн Самар облаçĕнчи Халăхсен туслăх çурчĕн патшалăх наци политикине пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Владимир Еремеев, наципе культура пĕрлешĕвĕсен пĕрлĕхлĕ канаш правленийĕн председателĕ Павел Турков саламларĕç.
Александр БИКМУРЗИН,
Тольятти хулинчи чăваш наципе культура автономи председателĕ.

Редакцирен. Чăваш чĕлхи кунне кÿршĕллĕ Тутарстан Республикинче те çÿллĕ шайра паллă тунă. Çак кун Пăва (Буинск) хулинче Иван Яковлевăн палăкне уçнă. Савăнăçлă церемоние Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант хутшăннă.
Палăка Пăва районĕнчи ЧНКА ертÿçи Владимир Ильин тата ентешĕсем тăрăшнипе лартнă. Унăн авторĕ – Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Ен халăх художникĕ Владимир Нагорнов.

Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет
Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет
Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет
Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет
Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет
Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет
Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет
Пире Иван Яковлев никĕсленĕ çырулăх пĕрлештерет
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: